Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйха (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле-ха, Аҫтӑрхан, — терӗ Ахмар, — пурте ыйха путрӗҫ, эсӗ те пулин ан ҫывӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем те, Аҫтӑрхансӑр пуҫне, пурте ыйха ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫемҫе утӑ ҫине выртрӗ те ҫиелтен хӑйӗн пиншакӗпе витӗнчӗ, вара, ӗшеннӗскер, часах ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Калать те ҫапла, каллех ыйха путать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Анчах хам та кӑмака умӗнчех ыйха путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ыттисем ыйха путрӗҫ ӗнтӗ, ман пуҫра вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ: путевка, дача…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Ҫакна тума ҫамрӑк такашӑн хуҫи пӗр пӗлми, сӗлкӗш пулса ыйха сӑптӑрнӑ чух меллӗрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эх, выртӗччӗ те вӑл халӗ ҫакӑнта тӑсӑлса, сӑптӑрӗччӗ, илтерӗччӗ ыйха ӑшӗ каниччен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун-кун пӑхкаларӗ, сывлӑша тайса итлерӗ — йӑс-йӑс ҫуса ыйха яракан вӗтӗркке, сӑпрам ҫумӑр йӑскӑлтатнисӗр пуҫне ниҫта та нимӗн те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн вырӑнне йӑпшӑна-йӑпшӑна таврӑннӑ чӗри сиввӗн тирсе кӑлт-кӑлт-кӑлт тапни те ӑна халӗ каҫхи ыйха путнӑ вӑрманта кӑвӑлтӑк шуйханчӑк кӑвӑлтатнӑн илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫсем тарӑн ыйха путнӑ, пӗр хускалмасӑр лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Икерчӗ сивӗнсе кайиччен, вӗрилле ҫийӗр-ха, ачасем, — тесе чӗнни ман ыйха сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗлӗрекен пӗве ҫийӗ те каллех ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл, ҫав тери ывӑннипе йывӑр ыйха путса, тӗлӗкре мӗн курнине, чӑн та, астумарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лесник патне ҫитсен, тӑвансем унӑн ӑшӑ мунчинче каҫ пуличченех ыйха туртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусанта Шаккур килнӗ хыпар сарӑлсанах унти купцасем ыйха ҫухатаҫҫӗ, лавккисемпе склачӗсене хураллама темиҫешер ҫын тӑратаҫҫӗ, ҫапах та ним тума та пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун пек те лайӑх ҫывӑрчӗҫ тӗкӗрҫӗсем, кӑнтӑрла тӗлӗнче Алттыш пырса вӑратиччен ыйха тӑсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫемье тарӑн ыйха путнӑ вӑхӑтра та вӗтӗ шӑрҫана алӑран пӑрахайманни час-часах пулать унӑн.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Вӗсем тек калаҫмарӗҫ, ҫамрӑксем мӑкӑртатнине итлесе пӗтереймесӗрех тутлӑ ыйха путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри вара вӑл вӑрансан та чылайччен ыйха тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех