Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтнипе (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп ун ҫине ҫав «майор» ыйтнипе ҫеҫ лартӑм.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл, арӑмӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе шӗвӗр вӗҫлӗ хура мӑйӑх ӳстернӗскер, хӗрӗх пиллӗке ҫывхарнӑ вӑйпитти арҫын пулин те ватӑрах сӑнлӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эсӗ ыйтнипе янӑ салтаксене явӑҫнӑ…

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрттӑн агентсем Сюльдяшова паян ир шӑп та лӑп Чулхуларан Улатӑр енне вӑл ыйтнипе салтӑксен отрячӗ килме тухнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх ыйтнипе Пӑкачав ҫак йӗксӗксене пурне те леш тӗнчене шуйттансем патне ӑсатма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх ыйтнипе ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыйтнипе кӑна нимӗн те ӗҫ тухманнине хальхинче вара Шӑхаль питӗ лайӑх ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ шапа ҫӑвар патне пытӑм та алӑ тытрӑм, вӑл йӑлӑнсах ыйтнипе сӗтел хушшине лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Малтанлӑха ватӑсем нимӗн те ӑнланмарӗҫ-ха, вӗсем аяккалла пӑрӑнса тӑчӗҫ, анчах культмассовик ыйтнипе кинемейпе мучин вӑтана-вӑтанах сцена ҫине хӑпарма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Паянхи кун ял ҫыннисем ытларах мӗнле пулӑшу ыйтнипе интереслентӗм.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Комитет ыйтнипе, пурне те зала пухӑнма каларӗҫ, комитет ирӗк памасӑр никама та тухса ҫӳреме хушмарӗҫ.

По требованию комитета, всем было предложено собраться в зале и без разрешения комитета никуда не отлучаться.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чи малтанах, вӗренекенсем ыйтнипе, вӑрҫӑ хатӗрӗсем — капсюльсем тумалли заказа пӑрахӑҫлаттармалла.

Первым выдвигаемым учениками требованием был отказ от выполнения военного заказа — изготовления капсюлей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иртнӗ ҫул ҫын вӗлернипе, вӑрӑ-хурахла тапӑннипе, ирӗксӗрлесе укҫа ыйтнипе ҫыхӑннӑ преступленисем пулманнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Хӗллехи кунсенче хӗрарӑмсем чӑпта ҫапатчӗҫ, арҫынсем вӑрманта экстракт вутти, эрех пичкисем валли тӗрлӗрен хатӗрсем, колхозсем ыйтнипе туртасем, кӑмрӑк, кустӑрма шӑлӗсем тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Эпӗ, хӗрарӑмсем ыйтнипе, хамӑр ӗҫленӗ делянкӑра пӗрене штабелӗсем мӗнле ларнине курма тата Тимофей Михайловичпа вӗсене хӑҫан турттарасси пирки калаҫса татӑлма тесе, ун патне тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Анчах судра та Кузнецов астутарнӑ пек пулса пынинчен тӗлӗннипе тата судья кӗтмен ҫӗртен ыйтнипе ҫухалса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал ыйтнипе те вырӑнтан сикмерӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ чипер ыйтнипе килӗшместӗр пулсан, нимӗн те каламастӑп!

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринчен тем те пӗр ҫинчен ыйтнипе ҫырлахмарӗҫ, иккӗлентерекен, хӑратакан-сехӗрлентерекен япаласене тавлаша-тавлаша пӗрле сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Поселок халӑхӗ ыйтнипе Петр Тимофеевич кашни кунах сӗт сутма пӗр лав ярать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех