Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтасшӑнччӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кунсенче эпӗ архиври хӑшпӗр хутсемпе паллашма ирӗк ыйтасшӑнччӗ.

Именно об этом я и хотел просить вас: разрешите мне посидеть в архивах.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укахви унран «Галимджан ҫырмасть-и?» тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах кӑна тума хӑюллӑх ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн ыйтасшӑнччӗ? — терӗ вӑл, ҫав-ҫавах хӑйӗн ӗҫӗнчен пушанаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? — терӗ вал, телефон пӑтне кармашса.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ аппендицитпа выртакан ҫын юнне тӗрӗслесе пӑхма ыйтасшӑнччӗ, — терӗ Николай Сергеевич Павӑла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Паҫӑрах ыйтасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев темскер ыйтасшӑнччӗ матросран, анчах ӑна пӗр сӑмах та калама памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл хӗрарӑмсене тухма ыйтасшӑнччӗ; унӑн юлашки темиҫе минутне ҫӳллӗ ҫак залра ирттерес килет, — кунти капмар чӳречесем тивӗҫлӗх туйӑмне палӑртса ир илемне сапаласа сараҫҫӗ, унӑн ҫути паркетра сӑнарланать те люстрӑсемпе сӗтел-пукан ҫине йӑлтӑртатса-ҫиҫкӗнсе ӳкет.

Она хотела отослать женщин, чтобы несколько последних минут провести в этой высокой зале, поддерживающей чувство достоинства своими огромными окнами, светящими всей красотой утра на отраженные паркетом люстру и мебель.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Гервак хаклӑ чулсем чикнӗ ешчӗкрен куҫне пӑрмасӑр ҫӗкленчӗ, Моргиана ӑна тӳлев шучӗпе хаклӑ япаласене парасси-памасси пирки ыйтасшӑнччӗ ҫеҫ — ҫак самантра лешӗ аллине шӑнкӑрав патнелле тӑсрӗ.

Гервак встала, смотря на ящик с камнями, и хотела уже спросить, передает ли Моргиана ей эти драгоценности в счет уплаты, как та протянула руку к звонку.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ сире манпа кичем мар-и тесе ыйтасшӑнччӗ.

Я хотела спросить, не скучно ли вам со мной?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Тӗрӗсех — эпӗ ыйтасшӑнччӗ, анчах ҫакна эсир ӑҫтан пӗлетӗр?

— Я хотела спросить, это верно, но почему вам это известно?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эсир манран ыйтасшӑнччӗ, — терӗ Горн.

— Вы хотели меня спросить, — сказал он.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ганувер темӗн ыйтасшӑнччӗ, анчах сасси татӑлчӗ.

 Ганувер сказал, но его голос оборвался.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ Молли ӑҫтине тата Дюрок хӑҫан килсе ҫитнине ыйтасшӑнччӗ; чӑн та, ку нимӗн те памасть, анчах манӑн кӑсӑкланас йӑла пур яланах.

Мне очень хотелось спросить, где Молли и давно ли Дюрок вернулся, так как хотя из этого ничего не вытекало, но я от природы любопытен во всем.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хавхалантарнӑран тата темӗн ыйтасшӑнччӗ, анчах портьера уҫӑлчӗ те Поп кӗчӗ.

Но, будучи поощрен, я вознамерился спросить что-то еще, как портьера откинулась, и вошел Поп.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сногденӑн куҫ харши кӑштах сиксе илчӗ, вара вӑл ачана ҫак сӑмаха кайран ӑнлантарас йӳтӗмпе тухма ыйтасшӑнччӗ, анчах Ван-Конет куларах мӑшлатни унӑн чунӗнче хӑй пекех пулса юлас кӑмӑла ҫирӗплетрӗ, унӑн суя намӑсне ҫӗнтерме хӑюлӑх ҫитрӗ.

Бровь Сногдена слегка дрогнула, и он хотел отослать мальчика с обещанием впоследствии объяснить это слово, но ироническое мычание Ван-Конета вызвало в его душе желание остаться самим собой, и у него хватило мужества побороть ложный стыд.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Консуэло Ван-Конет кӑмӑл-туйӑмне асӑрхарӗ, вӑл унпа мӗн пулса иртнине ыйтасшӑнччӗ ҫеҫ — Георг калаҫма пуҫларӗ:

Консуэло заметила состояние Ван-Конета, и он заговорил в тот момент, когда она уже решила спросить, что с ним случилось.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тепӗр тесен, — эсир ӗҫлӗ, унсӑрӑн эпӗ сирӗнтен, Пенкаль, канаш ыйтасшӑнччӗ.

Впрочем, вы заняты, а то я хотел ведь попросить у вас совета, Пенкаль.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Анчах эпӗ хамӑн врач тивӗҫӗпе килӗшӳллӗн унран ыйтасшӑнччӗ кӑна — шӑп ҫак самантра вӑл пӳрнисемпе шӑтӑртаттарнӑ май ман ҫине пӑхса кӑшкӑрчӗ:

Но не успел я обратиться к нему по своей обязанности врача с соответствующим вопросом, как он, хрустнув пальцами, крикнул мне:

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Вӑл тата тем ыйтасшӑнччӗ, хураллаканни пурне те хытӑрах ӗҫлеме, ирхи апатчен картишне пӗтӗмпех шӑлса тасатма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех