Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтасшӑн (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санран акӑ мӗн ыйтасшӑн эпӗ, хӗрем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ ку ӗҫе тепӗр чухне пӑхса тухма ыйтасшӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӑх-ха эс ӑна, вӑл ярлык ыйтасшӑн тата!

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тата эпир санран ҫакна ыйтасшӑн, воевода: эс пире, Ту енчи мӑрсасене, аслӑ княҫа Сӑр хӗрринче кӗтсе илме ирӗк пар.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ паян сиртен ҫапла ыйтасшӑн: вӑрҫӑ вӑрҫмалла-и Хусанпа, вӑрҫмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Питӗре кайса патшамӑра мукаҫей валли суха тӑвассине пӑрахӑҫлаттарма ыйтасшӑн, ун пирки Питӗрти пӗр штабра ҫыруҫӑра ларакан ывӑлӗпе ҫырусем ҫӳретет; Григорьев валли тӑкаклӑх ҫын пуҫӗнчен 50-шар пус ассигнаци укҫи пуҫтарнӑ тесе пӗлтернӗ Иванов.

И у него, мол, в штабе служит писарем сын, и Григорьев ведет с ним переписку. А на дорогу ему собрали с каждого дома по 50 копеек.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ма эсӗ манран ыйтасшӑн мар?

Почему же вы со мной не желаете разговаривать, господин становой?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗн ыйтасшӑн эс манран, тӑна кӗрейместӗп? — терӗ юлашкинчен Тӗмеркке чӑтӑмсӑррӑн.

— Так чего ты от меня-то хочешь, не пойму я? — Тимеркке не стал скрывать раздражения.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те каласшӑн темскер, те ыйтасшӑн.

То ли хочет сказать что-то, то ли о чем-то попросить…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл темскер ыйтасшӑн пулас та, кӑшт шикленерех тӑни чарать-ха.

Видит Ухтиван, что он не первый раз норовит у него о чем-то спросить, но не решается.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ыйт, мӗн ыйтасшӑн эсӗ, тимӗрҫӗ? — терӗ вӑл тарлӑ пит-куҫне алшӑллипе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ сирӗнтен ыйтасшӑн, — Детрей Джесси енне ҫаврӑнчӗ, ҫав самантра унӑн ҫамки хӗрелчӗ, — сирӗн сывлӑхӑр хӑрушлӑхра мар-и?

Я хочу вас спросить, — обратился Детрей к Джесси, причем его лоб покраснел, — не внушает ли опасений состояние вашего здоровья?

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Каҫарсамӑр, ырӑ хуҫа, эпӗ сирӗнтен акӑ мӗн ыйтасшӑн: сирӗн йӑмӑкӑр та кунта килет-и?

— Извините, барышня, я хочу все спросить: ваша сестра тоже приедет сюда?

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ытла та кая юлса уҫӑлса ҫӳретӗр эсир! — терӗ Кравар хыпашлакан сасӑпа, ҫавӑн пекех — уҫӑмсӑр шанчӑкпа; Катрин, ахӑртнех, унран мӗн те пулин ыйтасшӑн: Кравар ӑна тӗрме умӗнче ҫӗрле нихӑҫан та курман.

— Как вы поздно гуляете! — сказал Кравар нащупывающим тоном, а также в смутной надежде, что Катрин обратится к нему с какой-нибудь просьбой: никогда он не видел ее ночью перед тюрьмой.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сӗт! — кӑшкӑрса ячӗ те Давенант кухньӑналла ыткӑнчӗ, чутах хуҫипе ҫапӑнатчӗ, лешӗ вара гувернантка мӗн те пулин ыйтасшӑн мар-ши тесе уйланать.

Молоко! — закричал Давенант и, бросившись на кухню, чуть не сшиб хозяина, предоставив ему допытываться, не пожелает ли чего-нибудь гувернантка.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Э-пӗ сиртен пӗр пулӑшу ыйтасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.

— Эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑн: укҫӑра ҫийӗнчех тӳлетӗр-и?

— Я хочу спросить: деньги будут уплачены немедленно?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Акӑ мӗн: сире тата кунта пухӑннӑ ытти мӗн пур ҫынна пысӑках мар гимнастика упражненийӗ курмашкӑн хатӗрленме ыйтасшӑн.

— Вот чего я хочу: чтобы вы и все, кто тут есть, приготовились увидеть небольшое гимнастическое упражнение.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Анчах эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑн: каласамӑр, мӗншӗн эпир виҫсӗмӗр те пӗр вӑхӑтра вӑранса кайрӑмӑр, ҫав кун эсир манӑн шӑпана татса панӑччӗ ахӑр.

Но есть у меня просьба: скажите, почему проснулись мы трое в один день, когда вы, по-видимому, уже решили мою участь?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Пӗчченех, — вӑл мӗн ыйтасшӑн пулнине ӑнланса, Телегин ӑна каласа пӗтерме те памарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех