Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Анчах та Ҫӳлхуҫа Давид килне Давидпа хывнӑ халала пула пӗтересшӗн пулман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир мар-и-ха, Ҫӳлхуҫа священникӗсене, Аарон ывӑлӗсене тата левитсене хӑваласа ярса, хӑвӑр патӑрта ытти ҫӗрсенчи халӑхсенни пек священниксем лартса тухрӑр?
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлместӗр-им эсир, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, [ӗмӗрлӗхе хывнӑ] тӑвар халалӗ тӑрӑх, Давида, ӑна хӑйне тата ун ывӑлӗсене ӗмӗрех Израиль патши пулма халалланӑ!
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсене вара вӑл хӑй ӗҫӗсен ӗҫлевҫисем туман, вӗсем ӗнтӗ ҫар ҫыннисем, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗсем, ҫар ураписемпе юланутҫӑсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне лартса ҫирӗм ҫул ирттерсессӗн, 2. Соломон хӑйне Хирам панӑ хуласенче те ҫурт-йӗр ҫавӑрса йӗрке тунӑ, унта Израиль ывӑлӗсене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ицгар ӑрӑвӗнчен: Хенанияпа ун ывӑлӗсене, ҫыруҫӑсемпе тӳресем пулса, Израилӗн тулашри ӗҫӗсене туса пыма уйӑрнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ; 15. Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗрремӗш шӑпа Асафа, Иосиф валли, тухнӑ; иккӗмӗшӗ — Гедалийӑпа унӑн тӑванӗсемпе ывӑлӗсене; вӗсем вуниккӗн пулнӑ; 10. виҫҫӗмӗшӗ — Заккурпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 11. тӑваттӑмӗшӗ — Ицрийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 12. пиллӗкӗмӗшӗ — Нефанийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 13. улттӑмӗшӗ — Буккияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 14. ҫиччӗмӗшӗ — Иесарелӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 15. саккӑрмӗшӗ — Исаийӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 16. тӑххӑрмӗшӗ — Матфанияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 17. вуннӑмӗшӗ — Шимейпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 18. вунпӗрмӗшӗ — Азариилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 19. вуниккӗмӗшӗ — Хашавияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 20. вунвиҫҫӗмӗшӗ — Шуваилпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 21. вунтӑваттӑмӗшӗ — Маттафияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 22. вунпиллӗкмӗшӗ — Иеримофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 23. вунулттӑмӗшӗ — Хананияпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 24. вунҫиччӗмӗшӗ — Иошбекашӑпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 25. вунсаккӑрмӗшӗ — Хананипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 26. вунтӑххӑрмӗшӗ — Маллофийпе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 27. ҫирӗммӗшӗ — Елиафпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 28. ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Гофирпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 29. ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гиддалтипе унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 30. ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Махазиофпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн; 31. ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ — Ромамти-Езерпа унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене; вӗсем — вуниккӗн.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене — Елеазарпа Ифамар ывӑлӗсене — шӑпа ярса уйӑрнӑ, вӗсем ӗнтӗ сӑваплӑ пӳлӗмре Турӑ умӗнче тӑмалли тӗп ҫынсем пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Елеазар ывӑлӗсемпе Ифамар ывӑлӗсене Давид, черетпе ӗҫлесе тӑччӑр тесе, икӗ ушкӑна пайланӑ, ӑна Елеазар тӑхӑмӗ Садок тата Ифамар тӑхӑмӗ Ахимелех пулӑшса тӑнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисее вара, Турӑ ҫыннине, тата унӑн ывӑлӗсене Левий йӑхӗн шутне кӗртнӗ.14. А Моисей, человек Божий, и сыновья его причтены к колену Левиину.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Турӑран сӑмах пулнӑ: 4. пыр, кала Манӑн Давид чурама: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт лартаканӗ эсӗ мар пулӑн, 5. Эпӗ Израиль ывӑлӗсене илсе тухнӑ кунранпа паянхи кунчченех ҫуртра пурӑнман, чатӑртан чатӑра, вырӑнтан вырӑна ҫӳренӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ, 9. вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа кайнӑ та Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Авинадава тата Мелхисуя — вӗлернӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсенӗн хӑш-пӗр тӑванӗсене, Кааф ывӑлӗсене, Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем, кашни шӑматкун улӑштарса тӑмалли ҫӑкӑрсем, хатӗрлесе тӑма хушнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
77. Мерарин ытти ывӑлӗсене Завулон йӑхӗнчен Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Фаворпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Гирсон ывӑлӗсене Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен Васанри Голанпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Аштарофпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Мерари ывӑлӗсене, ӑрӑвӗсем тӑрӑх шӑпа ярса, Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен вуникӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.