Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, 11 уйӑхри ывӑлне кӳмере ӳсӗр хӗрарӑмпа, хӑйӗн тусӗпе, хӑварнӑ.

Как объяснила 31-летняя шумерлинка стражам правопорядка, 11 месячного сына она оставила в коляске с пьяной женщиной, своей подругой.

Ют ҫын ачине илсе кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32685.html

Ӗҫ пӗтӗмпе хӑйӗнчен кӑна килнӗ пулсан III Василий аслӑ воевода пулма, паллах, е Поджогин ывӑлне, е Лупин-Горбатый княҫа лартнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑпа ун ывӑлне тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн аслӑ ывӑлне тата икӗ визире ҫӗр аскерпа пӗрле Казанка вӑррине пӑхма янӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сахиб-Гирей хӑй каяс умӗн Крымран тӑван пиччӗш ывӑлне — Сафа-Гирее — чӗнсе илнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл часрах Бахчэ-Сарайне ҫитес пулсан Гирейсем никама та мар, ӑна, Менгли-Гирейӗн кӗҫӗн ывӑлне, хан туса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле ҫитсен Сарри хӑйӗн ывӑлне Нухрат пирки каласа кӑтартма та ӗлкӗреймерӗ, хаким тӳрех ӗҫе тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пӗр тӑруках икӗ хыпар пӗлтерчӗ: Хуҫанта хан ҫыннисем вырӑс элчине Василий Юрьевич Поджогина тата темиҫе ҫӗр купсана вӗлернӗ, Астранханьте нухай мӑрсисем Крым ханӗ пулнӑ Мухаммед-Гирейпе унӑн ывӑлне вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс пӗтӗм чунтан эрленсе тата чылайччен вӑрҫрӗ, анчах ҫапах та хӑй мӗн шутланине улӑштармарӗ, ывӑлне «басурмана» пӑхкаласах тӑма хушрӗ те ҫӳлелле улӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна ирӗксӗртен тата йӗрӗнсе итлесе тӑракан Тукай Урак ывӑлне ӑшра пушшех те курайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи тӗлӗнмелли хыпар уншӑн кунта Хусан ҫарӗсем темиҫе кун ҫапӑҫса та Чулхула кремльне илейменни мар, урӑххи пулчӗ — Тукайӑн ҫапӑҫура Урак ывӑлне Нияза пулӑшмалла иккен, тӗрӗссипе каласан, вӑл мӗн хушнине итлесе, ӑна пӑхӑнса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑмӗ кӑна аслӑ ывӑлне темшӗн-тӗр йышӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пелихан икӗ ывӑлне те юратса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑрҫӑра ҫапӑҫмалли ӑсталӑха пӑлхарсем ашшӗнчен ывӑлне кӑна парса хӑваратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ывӑлне вунӑ ҫултах тӑлӑха хӑварнӑ ашшӗ ӑна ҫапла пил панӑ:

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ҫавӑнпа вӗсем Макар вилнӗ ывӑлне йышӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗтерук хӑйӗн ывӑлне — Макартан ҫуралнӑ Микулана — турпаллинчен астуса юлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗтерук хӑй ывӑлне питҫӑмартинчи турпаллинчен часах палласа илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ывӑлне кӳренет — пӗр ҫыру та ҫырмасть тет, мункуна та пырса каймӑн имӗш вӑл амӑшӗ патне…»

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ывӑл ачапа килтӗм, пӗччен ҫӳрейместӗп, — пӗлтерчӗ хӗрарӑм, ларнӑ ҫӗртенех ывӑлне чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех