Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑтӑк (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын хӗрачапа «секспа ҫыхӑннӑ пусмӑр ӗҫӗсем» тунӑ, мӑшкӑлланӑ, унтан вара преступлени йӗрӗсене пытарас тӗллевпе мӗскӗне ҫӗҫӗпе темиҫе хут чиксе вӗлернӗ, сапер кӗреҫипе шӑтӑк чавса ӳтне ҫавӑнтах пытарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Петӗмпе вара республикӑра ҫуркунне 260 000 тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк юсамалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Эпӗ хурӑн вулли ҫинче пысӑк мар тӑваткал шӑтӑк куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Инҫех мар ӗнтӗ мулкачи, таҫта пӗр-пӗр тӑпра муклашки хӳттине шӑтӑк чавса выртнӑ пулас», — шухӑшласа пыраттӑм кӑна, шап-шурӑ мулкач сиксе те тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Мулкач каҫхине апат ҫисе ҫӳрет, кӑнтӑрла юр ӑшне пӗчӗк шӑтӑк чавса ҫывӑрать, йӗр тӑрӑх кӑна утса каймалла — ҫын пынине сиссе, хӑех сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫапла майпа карта айӗпе хӗсӗнсе тухмалӑх шӑтӑк алтрӑм-алтрӑмах.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шутларӑм-шутларӑм та карта айӗпе хӗсӗнсе тухмалӑх шӑтӑк тумалла-иҫ терӗм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫын валли шӑтӑк алтма хушман тата ваттисем.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куҫ шӑтӑк пулсан суда параймастӑн ҫав, шавла-шавла хӑвӑн чунна ҫеҫ лӑплантаратӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав шӑтӑк умне вӑл, хӑйӗн хурлӑхлӑ сӑнне кӑтартас мар тенӗ пек, тӳртӗн тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӗскӗн чӑваша шӑтӑк чавса, анчах йӑла-йӗркене тытмасӑр, Иннокентий хушнипе Тупӑксӑрах пытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫын валли шӑтӑк чаврӑн та акӑ унта хӑвах лекрӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Фашистсем совет ҫыннисем сарайӗнчен шӑтӑк туса тухса кайнинчен шалт тӗлӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр вунӑ минутран вӗсем ӳплерен инҫе те мар ҫын кӗлетки тухмалӑх шӑтӑк чавса сарчӗ те сарайне хӑй кӗрсе кайрӗ, хӑйпе пӗрле шала кӗреҫине те илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр хӑман турат куҫӗ тухса ӳкнӗ те куҫлӑх пек шӑтӑк пулса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ каллех ҫыран хӗрринчи пур япалана та, пур вырӑна та пӑхса ҫаврӑнчӗ, пурпӗрех нимӗнле шӑтӑк та, ӳпле тавраш та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хыҫалти стенара пӗчӗк шӑтӑк пур, вӑл чылай шалалла кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вара хӑюлӑх пухса, Кирук шӑтӑк ӑшне кукленсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ҫак шӑтӑк мар-ши?» — шухӑшларӗ савӑнӑҫлӑн Кирук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех