Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрҫаланчӗҫ (тĕпĕ: шӑрҫалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ку сӑмахсене каланӑ чух Ежеметьев пӗр хӗрелсе, пӗр шуралса илчӗ, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ, сасси тапхӑр-тапхӑр халь-халь татӑлас хӗлӗх пек чӗтренчӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамки ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Мӗн пулнӑ? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ Шанаров, анчах ҫамки ҫинче шултра тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Паҫӑр санпа пӗрле улӑхра чечексем хушшипе лӑпсӑрӑнса, услам ҫу пек «ирӗлсе — тумланса пынӑ» май, сана халалласа, ҫакӑн пек сӑвӑ сӗвемӗсем сасартӑк пуҫа килсе шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мачча айӗнче шурӑ пӑс упаленчӗ, стенасем сывлӑм пӗрчи пек тумламсемпе шӑрҫаланчӗҫ.

Белый пар висел под потолком и росой садился на стены.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗрремӗш юрату килсе ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗ вӑхӑтра та сӑвӑ-тавраш ҫырман Тамарӑн юрӑ йӗркисем шӑрҫаланчӗҫ

Тамара даже в юношеские годы, когда почти все подростки от чувств нахлынувшей первой любви пишут объяснения в стихотворной форме, не писала стихов, а тут сами собой пришли строки – появились куплеты под музыку.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех