Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршӑсем (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм таврари кӳмерккесене, йӗрсене, тӗссемпе хушӑсене шӗветсе ирӗлтерекен каҫ хупланса килет: лӑп та шай ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ кун ҫути ҫӗрлехи кӑвак сӗмлӗхпе чӑлханса арпашать те, куҫа курӑнакан япаласем пурте юмахри пек асамлӑн мӗлтлетсе чӗтренме тытӑнаҫҫӗ; тавралӑхри шӑршӑсем те ҫак сехетре, ирӗлсе кайса; хӑйсене евӗр хӗрхӳленнӗн туйӑнса тӑраҫҫӗ.

Был тот предночной час, когда стираются очертания, линии, краски, расстояние; когда еще дневной свет путается, неразрывно сцепившись, с ночным, и все кажется нереальным, сказочным, зыбким; и даже запахи в этот час, утрачивая резкость, имеют свои особые, затушеванные оттенки.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыратни пӗртак лӑплансан, вӑл каллех пушӑ кил-ҫуртри йывӑр шӑршӑсене туйрӗ, хальхинче вӑл шӑршӑсем малтанхинчен те вӑйлӑрах пек туйӑнчӗҫ.

А когда отступила боль, он почувствовал те же тяжелы запахи, и эти запахи показались даже сильнее чем презде.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫунӑк тимӗрпе ҫу тата тар шӑршине ҫил вӗҫтерсе кайнӑ та ҫапӑҫу хирӗнче вара каллех кӗрхи шӑршӑсем ҫиеле тухса, сисӗнсе тӑма пуҫланӑ.

Ветерок разогнал запахи горелого железа, масел и пороха, и на поле боя вновь начали торжествовать внятные запахи осени.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗр ҫинчи мӗнпур шӑршӑсене, кӗрхи уяр ҫанталӑкӑн мӗнпур илемлӗхне ҫав тери ҫӑра, пуҫа анкӑ-минкӗлентерекен шӑршӑсем хупласа илнӗ.

Все запахи земли, всю красоту осенней погоды перебивали эти одурманивающие запахи.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тинӗс, курӑк, инҫетри тӗтӗм шӑршисем кӗрсе кайрӗҫ — кӗскен каласан, пурнӑҫри мӗнпур ырӑ шӑршӑсем.

Запахло морем, травой, далеким дымом — словом, всеми ароматами жизни, необъятность которой он сейчас вдруг ощутил…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Утӑ, типнӗ курӑк шӑрши, кая юлса ҫурӑлакан чечексен шӑрши кӗрет, анчах ҫав шӑршӑсем питӗ ҫӑра, ытлашши пылак, ачаш туйӑнаҫҫӗ…

Пахнет сеном, высушенной травой и запоздалыми цветами, но запах густ, сладко-приторен и нежен.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех