Шырав
Шырав ĕçĕ:
шӑршӑлӑха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1