Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнма (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑр ҫӳхе, ҫителӗклех шӑнма ӗлкӗрмен.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шӑнма пуҫланӑран, пуҫтарӑннӑ халӑхӑн ҫурри хӑйсен ӑшӑ килӗсене саланса пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӗрулмийӗ шӑнма мар, калчаланма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хапха умӗнче — тапӑртатса тӑрса такӑрлатнӑ вырӑнта — шӑнма ӗлкӗреймен лаша тислӗкӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑшт та шӑнма юрамасть мана халь, тӑванӑм, ӳпкесем ниҫта юрӑхсӑр вӗркӗч пек.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ах, Семен Павӑлччӑ, Семен Павӑлччӑ, мӗн пулчӗ сире паян? — хӑй шӑнма пуҫланине сисмесӗр кӑмӑлсӑрланчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аякра-и-ха? — ыйтрӗ ури шӑнма пуҫланӑ Откан ҫуна ҫинче йӑшӑлтаткаласа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑр халь лайӑх — ҫур метр ытла шӑнма тивӗҫ, сивви иртнӗ уйӑхра самаях алхасрӗ вӗт, юхӑм вӑйлӑрах ҫӗрте ҫеҫ ҫӳхерех пулма пултарать, — пӗлтерчӗ шухӑшне Ҫитӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Пӗр бункер тырӑшӑн ҫеҫ мар, пӗр пӗрчӗшӗн те кунӗпе, талӑкӗпе йӗпенме, шӑнма хатӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ачарах чухне вӑл, юр кайсан ура салтатчӗ те хура кӗркунне ҫӗр шӑнма пуҫласан тин тӑла-ҫӑпата ҫинчен аса илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ вӑл тӑван ял: тарӑн ҫырма, ӗлӗкрех, вун пилӗк-ҫирӗм ҫул каярах вӑрманти «упа каҫман» тип вар пулнӑскер, хӑлтӑр-халтӑр кӗпер, кукӑр-макӑр та урлӑ-пирлӗ урамсем, шӑнма ӗлкӗреймен ҫутӑ кӳлӗ, унпа юнашарах — ҫич-сакӑр килтен тӑракан Турчка касси, Иливансен урамӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл шӑнма пултарат».

Волга того и гляди станет.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юрать-ха сивӗсем пулманран ҫӗр ҫийӗ шӑнма ӗлкӗреймен, ӑна ватма йывӑр мар.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑнма терӗн-ха, вӑл тарласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нӳр сахал пулсан, хӗлле улмуҫҫи тымарӗсем шӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир виселица патӗнче ҫав тери ҫывӑхра тӑратпӑр, манӑн мӑй мӑйкӑч хӗснипе шӑнма пуҫларӗ ӗнтӗ.

Мы так близко от виселицы, что шея моя уже коченеет от петли.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

«Чӑнах та манчех-шим? — пӑшӑрханса шухӑшларӗ Кузнецов, шӑнма пуҫланӑ пӳрнисемпе портупея тӑхине йӑвалакаласа.

«Неужели забыл? — тревожно думал Кузнецов, в волнении теребя зябнущими пальцами портупею.

Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унсӑр пуҫне, пӗр хускалмасӑр ларнӑран, унӑн урисем шӑнма пуҫларӗҫ.

К тому же от неподвижного сидения у Лю Гуй-лань затекли и замерзли ноги.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ястребацра юр ҫинче шӑнма, татӑк ҫӑкӑр ыйтма ҫарамас та ҫаруран ирӗклӗн кайнӑ тесе шутлатӑн-им?

Они босые и голые пошли на Ястребац да еще вынуждены у тебя просить кусок хлеба.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех