Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Усал ҫын тӳрӗ ҫынна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет, ӑна вӗлерме май шырать; 33. анчах Ҫӳлхуҫа ӑна ун аллине памӗ, сут тунӑ чухне ӑна айӑпа хӑварттармӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Этем сӗмлӗхе пӳлет, сӗм тӗттӗм ҫӗрте, вилӗм ӗмӗлки ҫумӗнче тӑрӑшса-тимлесе чул шырать.3. Человек полагает предел тьме и тщательно разыскивает камень во мраке и тени смертной.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Авессана тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине каланӑ: хамӑн ывӑлӑм, хамӑн вӑрлӑхӑмран ҫуралнӑскер, манӑн чуна шырать пулсассӑн, Вениаминсен ывӑлӗнчен мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ? ан тивӗр ӑна, хӑрттӑрах — ӑна Ҫӳлхуҫа хушнӑ; 12. тен, эпӗ мӑшкӑл тӳснине Ҫӳлхуҫа курӗ те халӗ ҫак ҫын ҫапла хӑртнӑшӑн мана ырӑлӑх ярса парӗ, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.