Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырасан (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула тӑрӑх ӑна темӗн чухлӗ шырасан та, тупма май килмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Валентинӑпа Гриша амӑшӗн вилтӑприне кӑна ывӑлӑм темле шырасан та ниҫта та тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Темӗн чул шырасан та ҫыру тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫитменне, Платун ҫаратнӑ япалисене шырасан та тупаймасса шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваҫлей пеккисем ура айӗнче йӑваланса выртмаҫҫӗ, кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн вӗсене…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Унтан лайӑххине кӑнтӑрла прожекторпа шырасан та тупас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Килӗрен шырасан та ыраш ҫӑнӑхӗ тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ака хӑшӗ-пӗрисем: «Шуррисем уйрӑмах икӗ сӑрт хушшинчи айлӑмра ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗҫ»; «Вӗсене ялта тӑр-кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн»; «Инкек тени куҫа курӑнса килмест»; «Чапаев дивизийӗ Урал шур казакӗсен ҫарне аслати пек кисретнӗ».

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Санька ӑна пурнӑҫра шырасан — Сухви куҫ умне тухать…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Каллех пирӗн пурнӑҫа элеклеме хӑтланать хисеплӗ Таранов юлташ, каллех. Унӑн директорӗ ытла та хура, унӑн председателӗ ытла та тӗксӗм. Ҫавнашкал пуҫлӑхсене хура куҫлӑх тӑхӑннӑ писатель кӑна шухӑшласа кӑларма пултарать. Чӑннипе вара совет ҫӗршывӗнче Таранов сӑнарласа кӑтартнӑ пек тӑрлавсӑр председательсем ҫук, ун пеккисене пирӗн хушӑра кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн».

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ку нта хӑйӑпа шырасан та урӑх никама та тупаяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Укаслуран лайӑх парне ӗмӗр шырасан та тупас ҫук, — тесе шухӑшларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек вырӑн темле шырасан та часах тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тупма та пулать шырасан

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Каҫар, манӑн шӑпчӑкӑм, кимӗ лартнӑ гараж уҫҫине тем чул шырасан та тупаймарӑм, кимӗпе тепӗр чухне ярӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Пӗррехинче эпӗ чӑвашсен шӗкӗр хулин тӗп урамӗсемпе (кунта кӑнтӑрла хунар ҫутипе шырасан та тӑван чӗлхепе ҫырнӑ реклама кураймӑн), ытти пассажирсемпе тачӑланса, троллейбуспа ҫиҫтерсе пыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Рабочисен ыйтуне Хородничану пек лайӑх пӗлекен ҫынна, пӗр сӑмахпа каласан, Бессарабире шырасан та тупма йывӑр.

Впрочем, в Бессарабии трудно найти другого такого знатока рабочего вопроса.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн йысна пеккине Шырасан та тупас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тваткал ҫаран чиккине Шырасан та тупас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темле тӗплӗ шырасан та пенӗ ухӑ йӗпписене нумайӑшне тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех