Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыракан (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ пурнӑҫра вӑтаммине мар, чи лайӑххине кӑна шыракан ҫын.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах ҫах тем шыракан ҫынсене ку шиклентермест.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнче манса кроссворд тупсӑмне шыракан упӑшкам хӑнк та тумарӗ, кулса ячӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Акӑ Ревлен Петрович шыракан ҫурт.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

17. Шыракан ачана пулӑшма тата пурне те тупнӑ ачашӑн курӑнми пулма хатӗр пулӑр.

17. Будьте готовы помочь ребенку, который находится в поиске, и быть незаметным для того ребенка, который уже все нашел.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

«Шыракан тупать», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Каюров — яланах ҫӗннине, искусствӑра хӑйӗн ҫулне шыракан тӳрӗ чунлӑ художник.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шыракан — тупать, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ыранччен вӗсене хӑйӑр купи ҫинче ӑман шыракан чӑхсем таптаса пӗтереҫҫӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Шыракан тупать тенӗ пек, Сарри ҫыннисем те чӑвашсене тупрӗҫ-тупрӗҫех.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир шыракан ҫын ватӑ-и, ҫамрӑк-и?

— Он молод али старик, кого вы ищете?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Хӑйсене тӗрлӗ отрасльсенче тӗрӗслесе пӑхакан, профессисен тӗнчинче хӑйсен вырӑнне шыракан ачасемшӗн «Пуласлӑх кочӗ» проектри программировани курсӗ IТ сферинчи пӗлӗвӗсене тӗрӗслеме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Программӑлама вӗренме май пур // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d0%bf%d1%8 ... %83%d1%80/

Эх, мӑнтарӑн этем пурнӑҫӗ, этем ӗмӗчӗ, ӗмӗр тулашакан, ӗмӗр темӗн шыракан тӑранми кӑмӑл!

Эх, до чего же несчастен человек, несбыточны его мечты, не удовлетворена его вечно ищущая и жаждущая душа!

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр чухне колхозсем хӑйсемех чипер вӑрлӑх тупаҫҫӗ, кайса пӑхатӑн та тӗлӗнсе тӑратӑн — акӑ вӑл эпир шыракан вӑрлӑх, тетӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ху шыракан ҫынна яла ҫитиччен тупрӑн!

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тинех тупрӑн пулас эсӗ ху шыракан этеме…

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шурӑ ҫар ҫыннин йӗрне шыракан тутар-мангул ҫар ушкӑнне, хыҫалтан лаша Салик виллипе хӑваласа ҫитсен, хӑратрӗ те тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шыракан тупать! — кулма пӑрахмарӗ Альпи.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шел те, эпӗ эсир шыракан ҫын мар.

— К сожалению, я не тот, которого вы ищете.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапла ҫынсен тепӗр йышне те хӑй майлӑ ҫавӑрать, — ҫаксен ӑнланусӑрлӑхӗ вара такам тахҫан хур тунишӗн йӑшкать, вак-тӗвекпе тата пысӑк кӳренӳпе тухма сӑлтав ҫеҫ шыракан тилӗрӳпе вӑркать; кӗскен — чунӗ тӗттӗм, сулхӑн-нӳрлӗ ҫула кӑмӑллакансем, — вӗсен шалти пурнӑҫӗ пытанчӑк, тепӗр чухне ӑнланмалла мар ӗҫсемпе яриех уҫӑлса каять; ҫакӑн никӗсӗнче, ҫапах та, тепӗр тӗнче курӑма тавӑракан тӗнче курӑм выртать — чӑн та, хӑй мӗн хӑтланнине уҫҫӑн уйлама пӗлмесӗр.

Этим привлек на свою сторону людей, бессознательность которых ноет от старых уколов, от мелких и больших обид, от злобы, ищущей лишь повода, — людей с темными, сырыми ходами души, чья внутренняя жизнь скрыта и обнаруживается иногда непонятным поступком, в основе которого, однако, лежит мировоззрение, мстящее другому мировоззрению — без ясной мысли о том, что оно делает.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех