Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ.15. И пустил змий из пасти своей вслед жены воду как реку, дабы увлечь ее рекою.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн мухтавлӑ Аслӑ Священникӑмӑр Турӑ ҫуртне пӑхса тӑрать, 22. таса кӑмӑлпа, ҫирӗп ӗненсе, чун-чӗремӗре пур тасамарлӑхран та тасатса, ӳтӗмӗре таса шывпа ҫуса ҫавӑнта ҫывӑхарар, 23. хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен эпир пӗр иккӗленмесӗр, уҫҫӑн калатпӑр, мӗншӗн тесессӗн Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, 5. Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; 6-7. Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла шухӑшлакансем ӗлӗк тӳпене те, ҫӗре те Турӑ сӑмахӗ шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, 6. ҫавӑнпа ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ те.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпир вара Тир хулинчен шывпа ишсе кайса Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе курӑнӑҫсан, вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унта тата чылай кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, Турра сӑмах панипе, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ та, тӑвансенчен уйӑрӑлса, шывпа ишсе Сирие кайнӑ, унпа пӗрле Акилӑпа Прискилла та пынӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ; Варнава Марка илнӗ те шывпа ишсе Кипра кайнӑ; 40. Павел хӑй валли Силана суйласа илнӗ; тӑвансем ӑна, Турӑ тивлетне шанса, ҫула кӑларса янӑ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унтан Писиди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ; 25. Ҫӳлхуҫа сӑмахне Пергире вӗрентсе ҫӳресен Атталие аннӑ; 26. Атталирен вӗсем шывпа ишсе каялла Антиохие кайнӑ — халӗ туса пӗтернӗ ӗҫне тумашкӑн вӗсем ӗнтӗ Турӑ тивлетне шанса шӑпах ҫакӑнтан тухса кайнӑ пулнӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне эпӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне аса илтӗм, Вӑл ҫапла калатчӗ: «Иоанн шывпа тӗне кӗртрӗ, эсир Таса Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр» тетчӗ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Петр каланӑ: 47. хамӑр пекех Таса Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗме кам чарма пултарӗ? тенӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ: 24. «эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра, 16. Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп, акӑ манран Хӑватлӑскерӗ килет, эпӗ Унӑн ури сырри чӗнне те салтма тивӗҫлӗ мар; 17. Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар; 8. эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар.11. Я крещу вас в воде в покаяние, но Идущий за мною сильнее меня; я не достоин понести обувь Его;
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман умӑмран пӗлӗт, шывпа тулнӑ пӗлӗт, шуса иртрӗ, ӗнтӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ; анчах ҫумӑрӗ часах чарӑнчӗ те, тумлам анчах ӳккелесе тӑчӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эрехне хӑйне кӑна, тепӗр чухне шывне кӑна ӗҫме кӑмӑллах мар, шывпа хутӑштарнӑ эрех вара — тутлӑ, ӗҫме те кӑмӑллӑ; ҫавӑн пекех ҫырни те виҫеллӗ пулсассӑн ҫеҫ вулаканӑн хӑлхине килентерет.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире вут-ҫулӑм тупӑнманни ҫинчен, пусӑра ҫӑра шыв анчах тӑни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 21. Неемия вӗсене ҫав шыва ӑсса килме хушнӑ; кайран, парнесем хатӗрлесе ҫитерсессӗн, Неемия священниксене ҫав шывпа парнесем айӗнчи вутта тата ун ҫине мӗн хунине сирпӗтсе тухма хушнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Ниневи хулине Вӑл пурне те путаракан шывпа тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерӗ, Унӑн тӑшманӗсене сӗмлӗх хупласа илӗ.8. Но всепотопляющим наводнением разрушит до основания Ниневию, и врагов Его постигнет мрак.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ту тӑррисенчен иҫӗм эрехӗ тумласа тӑрӗ, сӑртсенчен сӗт ҫырмисем юхса выртӗҫ, Иудейӑри шыв ҫулӗсем пурте шывпа тулӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен ҫӑл тухӗ те Ситтим айлӑмне шӑварса тӑрӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.