Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тротуар ҫинче шыв кӳленсе тӑнӑ, шыв ҫинче сӑран атӑ мӗлкисем тӑсӑлса выртнӑ, ҫакна пула полицейски ҫав тери вӑрӑм та хӑрушла тискер кайӑк пек, ҫурри таран шывран тухма ӗлкӗрнӗ тискер кайӑк пек курӑннӑ.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вӑл ҫула шыв илесрен тата шыв сарӑлнипе нефтепровод ҫуркунне шыв айне пуласран шикленет.Он беспокоится, как бы вода не залила дорогу и нефтепровод в половодье.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эсир кимӗсем кӑпӑклӑ йӗр хӑварса пынине куратӑр, унта, кӗсмен хумхатнипе, тӑварлӑ шыв кӑпӑкӗсем сиккелесе пыраҫҫӗ; эсир шыва тирӗнекен кӗсменсен пӗр кӗвӗллӗ сассине итлетӗр, шыв тӑрӑх хӑвӑр патӑра ҫитиех янӑраса пыракан сасӑсене, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсене илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тимӗр шӑнса пӗрӗннӗ пек, шыв та сивӗпе пӗрӗнес пулсан, ҫырмари шыв ҫиелтен шӑнса пӑр пулӗччӗ те, шывран йывӑртарах пулса, тӗпне анса ларӗччӗ.
Сивӗре йывӑҫсем мӗншӗн шартлатаҫҫӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шыв шӑннӑ чухне е пӑсран шыв пулнӑ чухне, шыв ӑшши те, пӑс ӑшши те сывлӑша каять, сывлӑш вара ӑшӑнать.
Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сивӗ пӳрте шывпа ак ҫапла ӑшӑтаҫҫӗ: пӗр-пӗр савӑтпа шыв тултарса лартаҫҫӗ те, шывӗ шансан, пӑрне тула илсе тухаҫҫӗ; татах шӑнсан, татах илсе тухаҫҫӗ.
Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Чӳпӗке шыв тивертсен, чӳпӗк шыва сӑхса илет; чӑмӑртаса пӑхмасан, ун ӑшӗнче шыв пурри паллӑ мар.Губка держит в себе воду, и воды не видать, покуда губка не сожмется.
Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Йӑва тӑрри те шывра пулсан, вара айлӑмри шыв шайӗ вунпилӗк футран та ҫӳллӗрех, термит йӑвисем пурте шыв айӗнче.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шӑтӑк тулти шыв шайӗнчен аяларах пулчӗ пулсан, шала шыв кӗме тытӑнать, вара ку шӑтӑка часрах питӗрсе лартмалла пулать, унсӑрӑн шыв шӑтӑк таранах хӑпарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӳпере тем пысӑкӑш бассейн пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ те, унти шыв пӗтӗмпех ҫӗр ҫине шапӑртатса тӑкӑнать тейӗн, ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫумӑр лапамсене кӳлӗ, пӗчӗк юханшывсене кӗрлесе юхакан пысӑк шыв туса хурать; юханшывсем ҫырантан тухаҫҫӗ, темӗн талккӑш ҫӗре шыв илтереҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Лапам вырӑнсене куҫ умӗнчех шыв илет; майӗпен шыв айне пытанса пыракан сӑрт ҫамкинче хурӑнсем пуҫтарӑннӑ, вӗсен чӗнтӗрлӗ мӗлкисем шыв ҫийӗнче ташлаҫҫӗ.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ун вырӑнне ҫак вӑхӑтранпа Луалаба юханшывӗ Атлантика океанне ҫитиех ҫынсене паллӑ, унтанпа Африкӑн ҫурҫӗрти тӗп шыв ҫулӗпе — Нилпа тата хӗвелтухӑҫӗнчи тӗн шыв ҫулӗпе — Замбозине — пӗр тан шыв пурри паллӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ӑна вӑл шыв варринчен ӑснӑ, тинӗс шывӗ чакнӑ вӑхӑтра унти шыв ӗҫме юрӑхлӑ.Наполнил его в устье речки, где вода в часы отлива была пресная и вполне годная для питья.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Арҫын ачасем Митьӑпа пӗрле, шыв тепӗр енне ишсе каҫса, хӑйӑр ҫинче йӑваланса выртрӗҫ, унтан, пӗр-пӗрин ҫине шыв сирпӗнтерсе, шыва сикрӗҫ.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Эпир яланах ҫакӑнта шыва кӗретпӗр, — Зина часах хӑйӗн шыва кӗрекен тумне хывса пӑрахрӗ те, ташлакаласа, шыв хӗррине чупрӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӗлле вӑл хӑй ҫан-ҫурӑмне юрпа сӑтӑрать, ҫуркунне шыва кӗме пуринчен малтан тытӑнать, пӑрахасса, кӗркунне шыва хӑнӑхнӑ чи хӑюллӑ ҫынсем шыв ҫине пӑхсан ҫӳҫенсе илнӗ вӑхӑтра тин пӑрахать.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шерккей, нимӗн тума аптӑраса, пушӑ витрене хӑй умне лартрӗ, унтан вут ҫинелле куҫ чарчӗ те: — Вут куҫне шыв! Вут куҫне шыв! Вут куҫне шыв!.. — тесе виҫӗ хут кӑшкӑрса ячӗ.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тёма, ача-пӑча пӳлӗмӗнче кантӑк янахӗ ҫине шыв юхӑмӗсем епле юхса аннине, килхушши епле шыв кӳленчӗкӗсемпе тулнине, шӑмпӑлкка тумламсемпе хӑмпӑсем пӑтранчӑк, таса мар шыв кӳлленчӗкӗсем ҫинче ташланӑ пек сиккеленине салхуллӑн сӑнаса пӑхса ларать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Айлӑмлӑ улӑхсенче ҫурхи шыв кӳлленсе тӑрать; ӳпӗннӗ сенкер тӳпепе пӗрле шыв ҫинче палӑракан шурӑ пӗлӗтсем таҫтан шыв тӗпӗнченех шуса иртеҫҫӗ, вара, юлашки пӑрсем ирӗлсе пӗтнӗ евӗр, ерипенех куҫран ҫухалаҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах ҫак сасӑ аялалла персе анакан шывран килет пулсан, пӗтӗм тинӗс хӑйӗнчен аяларах тӑракан бассейна персе аннипе кӗрлесе тӑрать пулсан, шыв вӑйлӑрах сулӑнса юхмалла, шыв юхӑмӗ хӑвӑртланнӑҫемӗн хӑвӑртланса пырать пулсан, эпӗ хамӑра хӑратса тӑракан хӑрушлӑха та пӗлме пултармалла.
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.