Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуҫӑмпа (тĕпĕ: шуҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анӑҫ каҫхи шуҫӑмпа хӗрелсе эрешленчӗ, тӳпе тӑрӑх, тӗттӗмленсе килекен каҫа хирӗҫ ҫутӑ кӑвак пӗлӗт таткисем шурӗҫ.

На западе пышно цвел закат, по небу лазоревые шли в ночь тучки.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук чӗнмерӗ, якорь ҫинчи тральщикрен каҫхи шуҫӑмпа кӑварланса хӗмленекен тӳпенелле прожекторӑн пас тытнӑ пек шуррӑн йӑлтӑртатса кармашнӑ ҫути ҫине вӑл пӗтӗм чунӗпе килленсе пӑхса пычӗ.

Бунчук не ответил, любуясь на оранжевый, посыпанный изумрудной изморозью щупалец прожектора, рукасто тянувшийся от стоявшего на якоре тральщика к вершине вечернего, погоревшего в закате неба.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем, шуҫӑмпа пӗрлех мар пулин те, ирех тӑраҫҫӗ; нумайччен чей ӗҫсе ларма юратаҫҫӗ, хӑш чухне, ӳркеннӗ пекех, сӑмах чӗнмеҫҫӗ, унтан харпӑр хӑй кӗтессине каяҫҫӗ е пӗрле ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, уя кайса ҫӳреҫҫӗ, музыкӑпа киленеҫҫӗ… ыттисем пекех, Обломов ӗмӗтленни пекех.

Вставали они хотя не с зарей, но рано; любили долго сидеть за чаем, иногда даже будто лениво молчали, потом расходились по своим углам или работали вместе, обедали, ездили в поля, занимались музыкой… как все, как мечтал и Обломов…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пшеницына, унӑн пуҫ вӗҫӗнче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ларса, ирхи шуҫӑмпа ҫеҫ каятчӗ, ҫапах кайран кун пирки асӑнса калаҫмарӗ.

Сидела она у изголовья его ночью и уходила с зарей, и потом не было разговора о том.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Патӑрьел районӗнчи Первомайски ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Владимир Секретов пире – ҫӑкӑр тӑварпа, сӑрапа, «Шуҫӑмпа» «Ҫӑлкуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех