Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Тамарӑна, ахӑртнех, Мишша салтакран киличчен шухӑшлаттарса пурӑнасшӑн курӑнать.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пуҫра пӗтӗмпе пиҫсе ҫитнине, асӑмра пин хут чӗрӗлсе хама шухӑшлаттарса ҫӳренине…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Мӗн пытармалли пур, тӳрех каласчӗ Сехрене, уйӑхӗ-уйахӗпе шухӑшлаттарса та ҫӳретес марччӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сана та, ман пекех, шухӑшлаттарса ҫӗр ҫывӑрттарас марччӗ, пурте сана йӑлӑхтартӑрччӗ…Чтоб и ты, как я, не спал ночей от дум, чтоб и тебе всё опротивело…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑ урӑхла пурӑнӑҫ пулма пултарасси ҫинчен ҫине тӑрсах шухӑшлаттарса, ман ӑш вӑрканине лӑплантаратчӗ.Это успокаивало мою тревогу, возбуждая упрямые мечты о возможности другой жизни.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана яланах хӑй ҫинчен шухӑшлаттарса ҫӳретет, ҫине тӑрсах ӑна ӑнланса илес килет, анчах ҫавӑн пек тӑрӑшни усӑсӑр.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗлӗт ҫинчи уйӑх та намӑссӑр ҫара тата ҫавӑн пекех хумхантарса, тем ҫинчен шухӑшлаттарса хуйхӑрать.Луна в небе тоже бесстыдно гола и так же волнует, заставляя грустить о чем-то.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку таранччен мана мӗн пӑшӑрхантарса, шухӑшлаттарса тӑни йӑлтах сасартӑк таҫта путса анса кайрӗ.Я на минуту забыл обо всем, что меня так волновало и беспокоило.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак сасартӑк ҫуралнӑ, ӳт-пӗве туймалла кичемлӗх таҫтан аякран, тӗтре пек килнӗ; хӑлхасене хупласа, куҫсене курми туса, ҫав кичемлӗх ывӑннӑ пек туйӑнтарнӑ, чир-чӗр, вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарса хӑратнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене хӑй ҫинчен ним пӗлтермесӗр, ҫав тери нумай кӗттерсе, шухӑшлаттарса хӑтланнӑшӑн пӑшӑрханнӑ-ши вӑл?
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Калаҫасса та вӑл хӑйне итлекенсене шухӑшлаттарса калаҫать.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тёма туять: ӑна темӗскер ҫавӑркалать пек, вӑл хӑй аллинчех тытса юлас тенӗ япалана темӗскер унран туртса илет пек те ҫунаттисем ҫине хурса илсе каять пек — халь ҫеҫ пулса тӑнӑ ӗҫӗ ҫӗклесе каять пек: Тёмӑна вара, ҫак пулса тӑнӑ инкеке нимпе те тӳрлетме май ҫукки ҫинчен хӑрушшӑн шухӑшлаттарса, пӗр пӗчченех тӑратса хӑварать пек.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вилӗм кӳрекен нимӗҫ техники ӑна шухӑшлаттарса, тӗлӗнтерсех янӑччӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ…
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку шӳт тӑвать, тесе ан шутлӑр эсир — шӳт тумастӑп; «шухӑшланах пулӗ-ха», ку йӑнӑшнӑ-ха, тесе те ан калӑр, — ҫук «шухӑшланах пулӗ-ха» тесе эпӗ сӑмахӑм ытла кӑнттам тухасран ҫеҫ каларӑм, хам вара эпӗ Невскипе уҫӑлса ҫӳренипе ҫӳременни пирки ҫынсем мӗн каланине питӗ аван пӗлетӗп, сире пӗтӗм чун-чӗререн калас-тӑк, ку япала мана акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул хушши кашни кунах шухӑшлаттарса асаплантарать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсӗ мана, Дмитрий, хӑвӑн ҫинчен лайӑх мар шухӑшлаттарса хӑварасшӑн пулас.— Ты, кажется, хочешь, Дмитрий, чтоб я так и остался с мнением; что у тебя низкие мысли.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1