Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь мӗнпур, халь мӗне ниҫталла сирмелле мар кашни кунах куҫ умне тухса тӑрать, ҫавӑнтах мӗн те пулин лайӑхраххи пулма пултарасси ҫинчен шухӑшлани ҫукчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халь хӑй мӗн туйни, мӗн шухӑшлани ҫинчен вӑл Учана ҫеҫ каласа пама пултарӗччӗ.О том, что он сейчас чувствовал и о чем думал, он мог говорить только с Учей.
39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Калаҫу вӑхӑтӗнче пӗрмаях ӑна Уча ҫинчен шухӑшлани асаплантарчӗ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн ҫилпелен хӗрелнӗ питӗнчен вӑл тем аса илни, тем шухӑшлани палӑрчӗ.По его обветренному красному лицу было видно, что он силится что-то вспомнить и собраться с мыслями.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Карпат леш енчи облаҫӑн государство архивӗнче интереслӗ документсем пур, вӗсенче США правительстви тата унӑн президенчӗ Вудро Вильсон мӗн пирки «1918 — 1920 ҫулсенчи Карпат леш енчи Русь проблеми» ҫинчен шухӑшлани питех те паллӑ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗн шухӑшлани унӑн пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрать.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уча та Гвозден енче пулни ҫинчен шухӑшлани ӑна пушшех те ларма-тӑма памарӗ.То, что Уча находится на стороне Гвоздена, приводило его в отчаяние.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак вӑрҫӑ вӑрҫасси епле хакла ларни ҫинчен шухӑшлани час-часах аптратать ӑна, анчах ҫак шухӑшах вӗҫне ҫити тытӑнса тӑма хушать.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эсир шухӑшлани тӗрӗсех пулчӗ, генерал юлташ, — терӗ Зубавин, бандитсенчен туртса илнӗ япаласене пӑх-ха.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйӗн кӗрешӳри юлташӗсем, тусӗсем — тӑван заставӑри пограничниксем пурте тревогӑпа тӑни, вӗсем пурте ӑна пулӑшма тӑрӑшни, чикке пӑсакана тытас ӗҫри ответлӑха вӗсем те унпа пӗрлех туйса тӑни Смолярчука вӑй-хал парать, хӑйне шанса тӑма пулӑшать, юлташӗсем пулӑшнине пӗлни, ун ҫинчен шухӑшлани ӑна хавхалантарать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Пожалста» тесе персе яни Зубавин шухӑшлани тӗрӗс пулнине кӑтартса пачӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах вӑл мана палланипе кӑна хӑй пирки эпӗ мӗн шухӑшлани ҫинчен сасартӑк пурне те пӗлме пултарайманнине те, унпа паллашнинче вӑтанмалли нимӗн те ҫуккине те ҫийӗнчех чухласа илеймерӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусӑм питӗ тӗрӗс каланӑ-мӗн; чылай, чылай каярахпа кӑна, пурнӑҫра ӑна-кӑна курса, эпӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: сӑпайлӑн туйӑнакан, анчах кашни ҫынах хӑйӗн чӗринче пуринчен те пытармалли япаласем ҫинчен шухӑшлани ҫав тери сиенлӗ, вӗсем ҫинче калаҫни пушшех сиенлӗрех, тата ырӑ сӑмахсем ырӑ ӗҫсенчен сайра хутра ҫеҫ уйрӑлса каймаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ху мӗн шухӑшлама пултарни ҫинчен вӗсем мӗн шухӑшлани пирки шухӑшла эсӗ… пӗр сӑмахпа каласан, — хушса хучӗ вӑл, хӑйӗн шухӑшӗсем арпашӑннине туйса илсе, — ун ҫинчен пӗртте шутламасан питӗ лайӑх пулать.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ санран мӗн шухӑшлани, мӗншӗн кулянни ҫинчен нихҫан та ыйтса анӑратмастӑп-ҫке.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам мӗн пирки шухӑшлани ҫинчен шухӑшлани пирки шухӑшлатӑп тата малалла та ҫапла.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамран: мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ? тесе ыйтсан, ҫапла ответлетӗп: эпӗ хам мӗн пирки шухӑшлани ҫинчен шухӑшлатӑп.Спрашивая себя: о чем я думаю? — я отвечал: я думаю, о чем я думаю.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур-ҫук шухӑшсем патне туртӑнни ман ӑс-хакӑла калама ҫук ҫивӗчлетсе ячӗ те, эпӗ час-часах, чи ансат япаласем ҫинчен, шухӑшлама пуҫласан та, хам шухӑшсене тишкӗрессин вӗҫне-хӗрне ниепле те тухаймастӑп, хама мӗн интереслентерни ҫинчен мар ӗнтӗ, хам мӗн ҫинчен шухӑшлани пирки шутлама пикенетӗп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам айӑплӑран йӑр, мӗн ҫуралнӑранпах ӑраскалӑм ҫавнашкал пулнӑран телейсӗр тата ман шӑпам инкеклӗ Карл Иванычӑн шӑпине пӗр евӗрлӗ тесе шухӑшлани мана кӑштах лӑплантарчӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Именекенсем асапланасси хӑйсем пирки ҫынсем мӗн шутланине пӗлменнинчен килет; вӗсем мӗн шухӑшлани уҫӑмлӑн палӑрсанах — вӑл кирек мӗнле пулсан та, — асапланасси пӗтет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.