Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшламасть (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑраха ярасси унӑн ӑсне пачах та хускатмасть, пушшех те — арӑмне улталасси пирки шухӑшламасть те, мӗншӗн тесен татнӑ сӑмаха пурнӑҫламасан яланлӑхах намӑса кӗрсе юлать.

Медлить ему даже не приходило на ум, тем более не помышлял он обмануть жену, зная, что будет опозорен навсегда, если не выполнит поставленного ему условия.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Зитор ӑна тилӗрӗвӗн хурҫӑ вӑйӑмӗпе ҫатӑрласа тытнӑ — вӗҫертме шухӑшламасть те.

Зитор держал его стальным усилием злобы и не думал отпускать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Виверӑна вӑл ҫак авӑкра килсе ҫитнӗ: нумай-нумай лашапа, тарҫӑсемпе, анчах кунта пурӑнма шухӑшламасть имӗш; вӑл Африкӑна шалалла ҫул тытать текен сӑмах ҫӳрет.

Недавно прибыл он на Виверу с множеством лошадей и слуг, но не собирался жить здесь; как говорили, держит он путь в глубину Африки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Унӑн тӳрӗ чунӗ усал шухӑш е кавар пирки пӗртте шухӑшламасть.

Прямая душа его не подозревала ни умысла, ни интриги.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӗриленнипе, вӑйсӑррипе тата кисренсе тӗлӗннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать; вӑл суллана-суллана, тӳмисене тата-тата хывӑнма пикенчӗ, вӑйсӑр кӗлетки тарӑна чӑмнине чӗри тӳсесси-тӳсеймесси пирки пач шухӑшламасть

От жары, слабости и потрясения у него закружилась голова; шатаясь, он стал раздеваться, отрывая пуговицы, не думая даже, выдержит ли его слабое тело глубокий нырок.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Тупата, ялан пуҫлӑхра ларас ӗмӗтпе шухӑшламасть вӑл ҫапла, ҫук, пачах та уншӑн мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Давид Никифоров вилнӗренпе ултӑ ҫул ӗнтӗ, ҫапах Улька никама та качча тухмарӗ, тухма шухӑшламасть те пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Выляса пуйнӑскер укҫипе ӑҫта усӑ курасси пирки шухӑшламасть, вӑл тӗрлӗ шутлавран аякра, ылтӑн кӗвви-ҫемми ӑна пулма пултараслӑхӑн пурнӑҫлайми ӗмӗчӗн йӗкӗлтевлӗ ҫавра ҫилӗпе, чӗре урса кайса тапнипе ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен хупласа лартать.

Выигравший не думает о том, на что он употребит деньги, он далек от всяких расчетов, музыка золота наполняет его с ног и до головы дразнящим вихрем возможностей, прекрасных в неосуществимости своей желаний и бешеным стуком сердца.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Анчах вӑл ҫакӑн пирки шухӑшламасть.

Но он не думал об этом.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Агриппина ӑна пӗртте ӑнланмасть, шухӑшламасть те вӑл ун ҫинчен…

Агриппина не понимала, да и не думала об этом…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эмиль ашшӗ кун пек шухӑшламасть паллах.

Папа Эмиля, конечно, так не думал.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Надя та ун пек шухӑшламасть.

И Надя не подумала тоже.

XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Бауман ун пек шухӑшламасть.

Бауман так не подумал.

XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Государство ун ҫинчен шухӑшламасть те: хысна вӗт эрехпе ҫеҫ сутӑ тӑвать!

Государство об этом не думает: казна ведь только водкой торгует.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑрҫӑ сӑлтавӗсем пирки Денщик нимӗн те шухӑшламасть: панӑ ӑна приказ, панӑ-тӑк — унӑн пурнӑҫламалла.

Денщик не задумывался над причинами войны: раз ему дали приказ, значит надо его выполнять.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Хӑй часах Лукинори мӗнпур ачасемшӗн паллӑ пуласси ҫинчен халӗ шухӑшламасть те вӑл.

Он и не подозревал, что скоро будет в центре внимания всех лукинских ребят.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ытти арҫынсем ҫинчен шухӑшламасть те.

О других мужчинах и не думает.

Арӑмӗ упӑшкине юратни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Анчах тӑмсай саранча итлесшӗн пулмарӗ, чарӑнма та шухӑшламасть.

Но глупая саранча не послушалась, не умолкла.

Кушак пуҫла тӑманапа саранча ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Антонов тунӑ йӑнӑшсене Юлия Александровна хӑйӗн ҫине те илет, упӑшкине намӑса хӑварма шухӑшламасть.

Те, в которых виноват Антонов, Юлия Александровна берет также и на себя, вовсе не собираясь выставлять его к позорному столбу перед кем бы то ни было.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ура ҫине тӑрса, хирӗҫ васкама та шухӑшламасть.

И подниматься, спешить навстречу ей он тоже не собирается.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех