Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун пирки эпӗ те нумай шутланӑ, — хуравларӗ элчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан шутланӑ тӑрӑх, тӑватӑ ҫул каялла аслӑ карачи вырӑс патши патне мӗн пур мӑрсасен ячӗпе ҫырнӑ ҫырӑва ҫавах леҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта ҫуралса ӳснӗ, утар таврашне хӑйсен тӗп килӗ тесе шутланӑ Твиккапа Квикка, паллах, уйра пурӑнасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Альберт шутланӑ тӑрӑх, силос сентябрь уйӑхчен ҫитерме ҫитмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ирхине те, кӑнтӑрла та уярччӗ те, кам шутланӑ, кам шутланӑ, — каллех хуравларӗ хӗрарӑм сасси, чӗлхе вӗҫҫӗн калаҫаканскер.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӗтӗм Казахстан ҫӗрӗ тӳремлӗх, пӗтӗм Казахстан ҫӗрӗ ҫеҫен хир тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӗр ӗҫ науки эп шутланӑ пек ҫӑмӑл пулмарӗ..

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Февралӗн 19-мӗшӗнче Патрекеевнӑн «аяк пӗрчисене шутланӑ» кушак хӑйӗн хутне кӗнӗ ҫамрӑка уринчен чӗрмеленӗ, тепӗр кушакпа «тӳпелешнӗ».

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Коля задачӑна тӗрӗс шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кам шутланӑ? — ыйтрӗ вӑл, ачасем ҫине сӑнаса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулла хӑяр татсан тӗрӗсех шутланӑ, — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӗнпурӗ чирӗк туса пӗтерме ҫирӗм пин кирлӗ, тесе шутланӑ, ҫав укҫана ҫичӗ ялтан ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче пухса пӗтермелле…

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗнер Улля аппа аннене мунча хутас пирки чӗннӗ-мӗн, ывӑлне мунча кӗртме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- Кухньӑри гарнитура та хам шутланӑ пек туса пачӗҫ.

— Кухонный гарнитур тоже сделали по моим эскизам.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Хӑй чӑваш ҫамрӑкӗпе калаҫнине туйса кӑштах курнӑҫланма, салтакран кулма, кунта, уй варринче, хӑйӗнчен асли ҫуккине кӑтартма шутланӑ пулас прапорщик.

прапорщик, видимо, надумал поглумиться над молодым чувашом, зная, что здесь, в заснеженном поле, старше его по званию никого нет.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусанти тӳре-шара эшкерӗ Григорьева Чикме уездӗнчи хресченсене пӑлхава ҫӗклекенсенчен чи палли тесе шутланӑ.

Казанские судьи считали Григорьева одним из главарей, поднявших крестьян Козьмодемьянского уезда на мятеж против властей.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрттӑн каласан яланах тенӗ пек ҫапла шутланӑ вӑл.

А если по-честному, то всегда и во всем.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне Протопопов таврара чи ӑсли, тавҫӑрма пултараканни тесе шутланӑ.

Сам Протопопов считал себя самым умным и догадливым в округе.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алла аттестат илсен вӗсем мӗн пӗчӗкрен пӗр парта хушшинче ларнӑ Н.И.Чумаковпа (каярахпа Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ) Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Хӑш-пӗр старикӗсене Ухтиван тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ, вӗсем, чӗп-чӗрӗ те сып-сывӑскерсем, шӑрчӑк пек, ҫаплах кӑмака хыҫӗнчен тухмасӑр ларнӑ иккен.

Явились старцы, которых Ухтиван давным-давно считал умершими, а они - на вот тебе! — вылезли, как сверчки из-за печки.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех