Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗкрех эпӗ качака сӗчӗ пирки пӗр-пӗр юмах кӗнекинче ҫеҫ вуланӑччӗ, халӗ ак… кам шутланӑ

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кам шутланӑ паян кунашкал хӑна килессе…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унпа пӳрт илме те шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Лешӗ те, ватсупнӑ, тӑр хӑрах пуҫӑнскер, ҫурт ҫӗнетме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫавнашкал меслетпе вӗсем рабочисене пӑхӑнтарса, унчченхи пекех пусмӑрта тытса усрама шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Тӗмшерпе Варасӑр ҫыннисем утрава йышӑнма паҫӑрах кайнӑ тесе шутланӑ энӗшкассисем хӑйсем пуринчен малтан ҫитнипе самантлӑха ҫухалса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм шутланӑ пек килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗмпех каласа пама шутланӑ Ҫтаппан Бернадский сӑмахӗсене хирӗҫ кӗскен ҫеҫ хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗн ҫӳпҫинче качча илме шутланӑ хӗре парнелеме хатӗрлесе хунӑ ҫитсӑ тутӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Такам куҫҫульне те юхтарнӑ, ҫынна вӗлерессине те шӑнана вӗлересси пек ҫеҫ шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кусем те акӑ, халь тем тума та хатӗрскерсем, шурӑмпуҫ килсен, ҫул ҫинче ҫынсем ҫӳреме пуҫласан, хӑйсем тума шутланӑ ӗҫе тумасӑрах пӑрахса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн шутланӑ вӑл, э?! —

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкӑр тӗпренчӗкне сапалакан этеме тирпейсӗр тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗссипе, ҫак ыйтупа эпӗ тахҫанах сӑмах хускатма шутланӑ санпа, анчах та хӑранӑ, — терӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑн кӗрсен тин: — Анне, мӗн шутланӑ эсӗ? Эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ ывӑлӗ, амӑшӗ ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗ мӗн хӑтланма шутланӑ кунта? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вӑхӑтра яшсем ҫӗршыва хӳтӗлессине сӑваплӑ тивӗҫ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ӗнтӗ вӑл ҫак ҫулталӑк хушшинче вилӗм ҫинчен пин хут шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан шутланӑ тӑрӑх, ҫармӑс мӑрсисенчен тахӑшӗ вырӑссемпе малтанах калаҫса татӑлнӑ пулас: ҫарсем питех те килӗшӳллӗн ҫапӑҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех