Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене пурне те хӑйсем пурӑнакан вырӑнта шута кӗртсе тухнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене пурне те Иудея патши Иоафам вӑхӑтӗнче тата Израиль патши Иеровоам вӑхӑтӗнче шута илсе тухнӑ.17. Все они перечислены во дни Иоафама, царя Иудейского, и во дни Иеровоама, царя Израильского.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сунтӑхра кӗмӗл чылаях пуҫтарӑнсассӑн, ӑна патша ҫыруҫипе аслӑ священник уҫса илнӗ, шутласа тухса, хутаҫсене чиксе ҫыхса хунӑ, ҫапла Ҫӳлхуҫа Ҫуртне панӑ пӗтӗм кӗмӗле шута илсе тӑнӑ; 11. шута илнӗ кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама уйӑрса лартнӑ ҫынсене, ӗҫ тӑвакансене панӑ, лешӗсем вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсакан ӗҫлевҫӗсене, пуртӑ-сава ӑстисене ӗҫшӗн тӳлесе тӑнӑ, 12. ҫавӑн пекех чул касакансемпе кирпӗч купалакансене те тӳленӗ, йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянма, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи юхӑннӑ вырӑнсене сиплеме, Ҫурта тытса тӑма та панӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӑх йышне шута илсе тухсассӑн, Давид чӗри картах сикнӗ.10. И вздрогнуло сердце Давидово после того, как он сосчитал народ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иоав халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва патшана панӑ; ун тӑрӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ, вӑйпитти израильсем сакӑрҫӗр пин ар, иудейсем пилӗкҫӗр пин пулнӑ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиле каллех ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа Вӑл Давида халӑх йышне шута илме чарман, Давид ӗнтӗ: кайӑр та Израильпе Иудӑна шутласа тухӑр, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗсем ӗнтӗ [пӗтӗм ҫӗре пӑхса тухнӑ,] пӗтӗм ялне-хулине шута илсе ҫӗре ҫичӗ пая пайласа ҫырса тухнӑ, вара Иисус патне тапӑра, Силом хулине, таврӑннӑ.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64. вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫавӑн чухне шута илнӗ левитсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Гирсонран — Гирсон ӑрӑвӗ, Каафран — Кааф ӑрӑвӗ, Мерарирен — Мерари ӑрӑвӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53. вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54. йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55. ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56. пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.51. Вот число вошедших в исчисление сынов Израилевых: шестьсот одна тысяча семьсот тридцать.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ; 45. Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ; 46. Асир хӗрӗн ячӗ Сара; 47. Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн Шухам ӑрӑвӗсенче утмӑл тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.43. и всех поколений Шухама, по исчислению их: шестьдесят четыре тысячи четыреста.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Акӑ Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шутелӑран — Шутела ӑрӑвӗ, Бехертан — Бехер ӑрӑвӗ, Таханран — Тахан ӑрӑвӗ; 36. акӑ тата Шутела ывӑлӗсем: Аранран — Аран ӑрӑвӗ; 37. Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: вӑтӑр икӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Середран — Серед ӑрӑвӗ, Елонран — Елон ӑрӑвӗ, Иахлеилран — Иахлеил ӑрӑвӗ; 27. Завулон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Фоларан — Фола ӑрӑвӗ, Фуваран — Фува ӑрӑвӗ, 24. Иашувран — Иашув ӑрӑвӗ, Шимронран — Шимрон ӑрӑвӗ; 25. Иссахар ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл тӑватӑ пин те виҫҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ; 20. Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ; 21. Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ; 22. Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Цефонран — Цефон ӑрӑвӗ, Хаггирен — Хагги ӑрӑвӗ, Шунирен — Шуни ӑрӑвӗ, 16. Ознийрен — Озний ӑрӑвӗ, Ерирен — Ери ӑрӑвӗ, 17. Ародран — Арод ӑрӑвӗ, Арелирен — Арели ӑрӑвӗ; 18. Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.