Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуйттанпа (тĕпĕ: шуйттан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Заседательрен лекет-ха ак пӗрре, ҫынсене шуйттанпа хӑратса ҫӳренӗшӗн!»

Будет еще тебе от заседателя за то, чтобы не пугал чертовщиною людей.

XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халь Крылатов хӑйне пурнӑҫ ҫав «сарӑ ҫӳҫлӗ шуйттанпа» пӗрлештернӗшӗн питӗ хавас пулчӗ: ун урлӑ Марийкӑпа ҫывӑхрах паллашма пулать.

Теперь Крылатов был очень рад, что судьба свела его в отряде прежде всего с этим «белокурым бесом»: через него можно было познакомиться с Марийкой.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, ку мӑйракаллӑ шуйттанпа пирӗн ӗҫ ыррӑн пӗтес ҫук, ҫак килте виле пулатех…

Одним словом, добром у нас с этим рогатым чертом дело не кончится, быть в этом дворе покойнику…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Полицие ҫакланчӗ… ӳсӗр… темле шуйттанпа.

— В полицию попала… пьяная… с каким-то чертом.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

6. Тин тӗне кӗнӗ ҫын епископ ан пултӑр, ун пекки мӑнкӑмӑлланса та кайӗ, вара шуйттанпа пӗрле айӑпа кӗмелле пулӗ.

6. Не должен быть из новообращенных, чтобы не возгордился и не подпал осуждению с диаволом.

1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чухне Михаил архангел та ӑна хурласа айӑплама хӑйман, «Ҫӳлхуҫа чартӑр сана» тесе анчах каланӑ.

9. Михаил Архангел, когда говорил с диаволом, споря о Моисеевом теле, не смел произнести укоризненного суда, но сказал: «да запретит тебе Господь».

Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Унтан сулахай енчисене калӗ: «эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр: 42. Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр; 43. ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр» тейӗ.

41. Тогда скажет и тем, которые по левую сторону: идите от Меня, проклятые, в огонь вечный, уготованный диаволу и ангелам его: 42. ибо алкал Я, и вы не дали Мне есть; жаждал, и вы не напоили Меня; 43. был странником, и не приняли Меня; был наг, и не одели Меня; болен и в темнице, и не посетили Меня.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех