Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулсенче (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ куравсем, тематика каҫӗсем, хӑюлӑх урокӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗршыва юратма тата унӑн пысӑк паттӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хаклама пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ытларах чухне вӗсем шкулсенче «ҫамрӑк калчасене паха ҫимӗҫ ҫитӗнтерсе» Яковлевӑн ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев фильма шкулсенче кӑтартассипе ӗҫлеме пуҫлассине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Вӗсем шкулсенче чӑвашлӑха аталантарас енпе мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗҫ, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Пачӑшкӑ тата учительсем тӑрӑшнипе хресченсем вӗренӳ уссине ӑнланнӑ, шкулсенче ача шучӗ ӳссех пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Республикӑри мӗнпур шкулсенче ачасене воспитани парас енӗпе тӗрлӗ программӑсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Икӗ ҫул каялла ҫӗнӗ саккун вӑя кӗчӗ, вӑл шкулсенче ачасене тивӗҫлӗ воспитани памаллине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Тӑшман салтакӗсем шкулсенче, больницӑсенче, ача сачӗсенче пытанатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Муниципаллӑ округри спорт, культура учрежденийӗсенче, шкулсенче салтаксен ачисем ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Вӗренӳ сферинче ҫӗнӗлӗхсем татах пулччӑр, шкулсенче ачасене аталанма майсем хушӑнсах пыччӑр.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Округри шкулсенче 159 педагог тӑрӑшать, вӗсенчен 94 проценчӗ - аслӑ пӗлӳллӗ, 14 проценчӗ - аслӑ категориллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑратри, Нӗркеҫри, Хырхӗрринчи, Чӗчкенти тата ытти шкулсенче ку ӗҫе аван йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Кунтах тӗрлӗ хулари аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан шкулсенче тӑрӑшакан преподавательсен, вырӑнти ӗҫлев службисен специалисчӗсен тӳпи пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Шкулсенче 3312 вӗренекен пӗлӳ илет.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

23 мунициапалитетри шкулсенче 64 «ӳсӗм вырӑнӗ» уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Шкулсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем окоп ҫуртисем чылай хатӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Анчах ҫавах та вӗренӳ — вӗренӗвех ӗнтӗ: практика ирттермелле, пуҫламӑш шкулсенче пробнӑй уроксем памалла; унсӑрӑн учителе тухма ҫук, кӑна эпир хамӑрах чухлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Чӑваш студенчӗсем, вӑтам шкулсенче вӗренекенсем, чӑваш салтакӗсмпе командирӗсем, тӗрлӗ учрежденисенче пӑч-пач ӗҫлекен чӑваш ҫыннисем, ялсенчен юриех спектакль курма килекенсем.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫӗнӗ вӑрҫӑ пуҫлас шутпа вӗсем шкулсенче вӗренекенсене те шеллемеҫҫӗ.

Для организации войны они не щадят и школьников.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех