Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкул сăмах пирĕн базăра пур.
шкул (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ шкул - Йӑнтӑрчӑ, Элпуҫ, Тӗмер шкулӗсем - ҫӗнӗ автобуссем илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

«Халӗ кунсерен пурӗ 363 автобус шкултан ялсене 1-11 классенче пӗлӳ пухакан 13,5 пин вӗренекене турттарать. Чӑваш Ен ертӳлӗхӗпе пӗрле шкул автобусӗ-сене план тӑрӑх улӑштарасшӑн»,-палӑртать республикӑри вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсем - ачасем валли // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vtobussem/

Асӑннӑ проект шкул саккинчех алла професси илме май парать, шкулсемпе техникумсене, колледжсемпе предприятисене ҫыхӑну тытса ӗҫлеттерет.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

2022 ҫулта «Пилеш» ача сачӗ тата Атнарти вӑтам шкул Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 200 пин тенкӗпе танла-шакан грантне тивӗҫнӗ (2021 ҫулта - Хӗрлӗ Чутай шкулӗ).

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Чылай ҫул Елчӗк шкулӗнче педагогра тӑрӑшнӑ ӗҫ ветеранне шкул представителӗсем те саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Тин ҫеҫ вӑтам шкул пӗтернӗ ҫамрӑксене шкулти чи аслӑ, ҫутӑ, ҫӳллӗ маччаллӑ, парттӑсенчен хӑтарнӑ тап-таса ҫуса тасатнӑ физика кабинетне пухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина хӑйӗн пӗлӗвне анлӑлатас, тарӑнлатас тесе шкулта вӗрентекен предметсемпе ҫеҫ ҫырлахмарӗ, шкул тулӗнче наука ӗҫӗсене, илемлӗ литература произведенийӗсене те нумай вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче яланхи йӗркепе вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкул умӗнче аслӑ классенче вӗренекен ачасемпе (кӗҫӗнрех класри ачасене шкул килхушшине пухнӑ иккен) учительсен савӑнӑҫлӑ пухӑвне ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Иван пӗр-пӗр аслӑ шкула кӗресшӗн ҫӳрерӗ, анчах темшӗн кӗреймерӗ вӑл унта.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шкул хыҫҫӑн каччӑ аслӑ шкула вӗренме кӗрет, тухтӑр пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Шкул канцеляринчен тинех ак доктор господин килсе ҫитни тата унӑн машини шкул картишӗнче тӑни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

…Из канцелярии школы наконец сообщили, что господин доктор прибыл и лимузин его стоит уже во дворе школы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Шкул та шкул» тетӗр!

«Школа, школа»!

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗсене аталантарса тата «Шкул стадионӗсем» республика программи шайӗнче эпир кашни шкул ҫумӗнчех спорт хутлӑхӗсем йӗркелетпӗр.

В развитие решений Президента России и в рамках республиканской программы «Школьные стадионы» при каждой школе мы создаем спортивные пространства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли, ачапӑча лагерӗн путевкин хакӗн пӗр пайне тавӑрмалли, «Шкул туризмӗ», «Пушкин картти» программӑсем тата ытти ҫул-йӗр пурнӑҫланать.

Строятся новые школы и детские сады, реализуются программы модернизации системы образования, возврата части стоимости путевок в детские лагеря, «Школьный туризм», «Пушкинская карта» и другие направления.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Аслӑ шкулсенче вӗренекенсем шкул пурнӑҫне хаваслӑх, хӑйне евӗрлӗ варкӑш кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти параппанҫӑсен отряд-ансамблӗ район администрацийӗ тата шкул директорӗ Наталия Андреева пуҫарнипе 2017 ҫулта йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Пултарулӑх каҫне Тӑрӑн территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Рубцов, Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм тата информаципе тивӗҫтерӳ пайӗн начальникӗ Наталья Никитина, тӗп специалист эксперчӗ Полина Логунова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Юлия Миронова, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Александр Мефодьев Аксар, Леонид Лялькинӑн шӑллӗ Валерий Матвеевич, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова, пӗр вӑхӑтра ялти шкулта ӗҫленӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антонина Тихонова тата Валентина Харитонова, Шупашкарти «Кӗрсе тух» лавкка ертӳҫи Александр Самакин, Чӑваш наци конгресӗн Патӑрьел муниципалитет округӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Светлана Кулакова, Патӑрьелӗнчи каҫхи шкул вӗрентекенӗ Галина Хлебникова, Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим атте, ял-йыш тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Хӗлле те, ҫулла та ирхине пилӗк сехетре тӑрать те шкул картишӗсене, классене, ачасен ҫывӑрмалли пӳлӗмӗсене, столовӑйсене, кухньӑсене кӗрсе тӗрӗслет, ачасен апатне тутанса пӑхать, унтан лаша витисене ҫитсе курать — шкул лашисене сӗлӗ панӑ-и, выҫӑ тӑратмаҫҫӗ-и…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑна «пӑлхав тунӑшӑн» Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен кӑларса янӑ, вӑл шкул ачисем ҫырнӑ Петици ҫине вун виҫҫӗмӗш, Шупуҫҫыннипе Иванов хыҫҫӑн, алӑ пуснӑ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Левашов пуп илтсех юлаймарӗ пулас та, ҫапах Пазухина тапӑнчӗ: «Эсӗ шкул ачисене пӑсса ятӑн, шкул хорӗнчи ачасем тӗн йӗркине лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Асту, ӳкӗнмелле ан пултӑр!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех