Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шикленнӗ (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара, тем пуласран шикленнӗ пек, Ҫимун, ҫӑматта илсе, кӑмака ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑхать те пӑхать Хумкка Ҫимун ҫине, пӗрре шикленнӗ пек пулать, тепре, тем килӗшмен пек, пуҫне пӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки ытлашши хаярланса каясран шикленнӗ Анюта сассине пусарчӗ:

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек, Степнов ун ҫумӗнчен хӑравҫӑ мулкач пек пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах Лукашев, Завьялов вӑл халех тухса каясран шикленнӗ пулин те, чӳрече еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сана тӗрӗссипе калас пулсан, эпӗ вӑрҫӑ пӗтес куна, таврара шӑп пулса тӑрас куна хӑраса кӗтсе пурӑннӑ, вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн манӑн нимӗнле шанчӑк та пулмасран, хам тӑр-пӗччен тӑрса юласран шикленнӗ

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ку хутӗнче паҫӑрхи пек ҫӑмӑлланса мар, ҫакӑн пирки шухӑшланӑ-шухӑшламан мар, темле иккӗленӳллӗн, урӑхла пуласран шикленнӗ пекрех те каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапларах ҫырчӗҫ ӗнтӗ Петр Васильевич ҫинчен хаҫатсенче ҫав ҫулсенче, чӑннипе вара вӑл ун чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пекрех хӑтланнӑ: Карсаков вӑхӑтсӑртарах вилнӗ хыҫҫӑн «Сельхозтехникӑра» ӗҫлекенсем Петр Васильевич ҫине чалӑшрах пӑхма, пуршӑн-ҫукшӑнах чӑкӑлташма пуҫланӑ, ҫавна хӑйӗнчен маларах унӑн ҫывӑх юлташӗ — шкулта пӗр класра вӗреннӗ Ярабаев сиснӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑйлӑ ҫил таҫталла вӗҫтерсе каясран шикленнӗ пек, Тарановпа Инесса тӑвалла урам тӑрӑх алла-аллӑн ҫавтӑнса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кабинӑра улаххӑн ларать пулин те Петӗр йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ, такам илтесрен шикленнӗ пек шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Миккуль мар-и? — ыйтрӗ вӑл, хӑй ыйтӑвӗнчен хӑй шикленнӗ евӗртерех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Анчах вӗсем те ҫийӗнчех систерме шикленнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унран шикленнӗ пек пулса Глафира ман ҫума тӗршӗнчӗ те, ӑна пилӗкрен тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑру шӑнса каясран шикленнӗ пиркиех Вера киле васканӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сехетне вӗҫертсе илесрен шикленнӗ хӗрарӑм та ӑна ӑш-чикки пӗҫерсе тухмалӑхах тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенӗ пек хӑтланнӑ ӗнтӗ Упандиров.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ, теҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл, такам палламан ҫын илтесрен шикленнӗ пек, сассине пусарчӗ те, майӗпен каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Доруца хӑйӗн вырӑнне кайса ларнине курсан, Урсэкие те, хута кӗрекен юлташӗсӗр юласран шикленнӗ пек, васкасах ун хыҫӗнчен утрӗ.

А когда Доруца направился к своему месту, Урсэкие поспешно устремился за ним, точно остерегаясь остаться без поддержки товарища.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех