Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шикленекен (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шикленекен ӗмӗт манӑн вӗри пуҫа ҫӑмӑл, сулхӑн ҫил вӗрнӗ пекех уҫӑлтарса ячӗ.

Робкая надежда легким, прохладным дуновением освежила мою голову.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак самантра, Блюм ҫакна пӗтӗмпех тӗсенӗ чухне, Тинг калаҫма чарӑнмарӗ, ӑна тӗп-тӗрӗс ӑнланмасран шикленекен ҫын пек — сӑмахӗсене хыпаланмасӑр суйла-суйла кӑларать:

В этот момент, когда Блюм увидел все это, Тинг продолжал говорить, с трудом приискивая слова, как человек, боящийся, что его не точно поймут.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл ун тавра ҫынсем ытларах та ытларах пухӑнса пынине курчӗ, — ҫавӑнпа та Павел пурнӑҫӗшӗн шикленекен, ҫав хушӑрах ун ӗҫӗпе хӑй тӗллӗн мухтанакан та пулчӗ.

Она видела, как люди стягивались вокруг него, — и опасения за судьбу Павла сливались с гордостью за него.

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Темскер шикленекен пулса кайнӑ эсӗ, Мелехов, кӗҫех кашни тӗмескене курсан аякран пӑрӑнса иртме, ак ҫапла кукӑр тума пуҫлатӑн! —

Что-то ты, Мелехов, трусоват стал, скоро все кусты будешь объезжать, вон какой крюк будешь делать! —

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынсем патне эпӗ питех ҫӳреме юратманнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн, халӗ ак татах та ытларах шикленекен пултӑм.

Ты не знаешь, что теперь я еще больше, чем прежде, стал бояться людей.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Эпӗ ухмаха ересрен, е аскӑнма тытӑнасран шикленекен пултӑм.

Я боялся или сойти с ума, или удариться в распутство.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех