Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шеллемерӗм (тĕпĕ: шелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана ҫын тесе шутланӑ, — калама пуҫларӗ юлашкинчен Хань Лао-лю, — эпӗ саншӑн нимӗн те шеллемерӗм, йӗркеллӗ ҫурта апат ҫиме чӗнтӗм.

— Я тебя за человека считал, — проговорил наконец Хань Лао-лю, — я для тебя ничего не пожалел, пригласил обедать в порядочный дом.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Уншӑн каретӑна шеллемерӗм.

— Карету для него не пожалел.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Манӑн тинӗс ҫинче ишсе ҫӳрес кӑмӑл ҫав тери пысӑкчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн вӑйӑма нимӗн чухлӗ те шеллемерӗм.

Мне так страстно хотелось получить наконец возможность плавать по морю, что я не жалел никакого труда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак усӑсӑр ӗҫе тума эпӗ вӑя шеллемерӗм.

И я не пожалел трудов на эту бесполезную работу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ те хамӑн татӑк алла шеллемерӗм, анчах вӑй улӑма хуҫать, теҫҫӗ-ҫке.

Я свою культю тоже не жалел, но ведь сила, говорят, солому ломит.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех