Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шантарчӗ (тĕпĕ: шантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек мӗн ӗҫ тума та паратӑп, — хытах шантарчӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тупатпӑрах, — шантарчӗ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗр кӗтӳ тупса пама пултаратӑп, — шантарчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

2026 ҫулччен кашни шкул ҫумӗнче хӑрушсӑр, паянхи самана ыйтнине тивӗҫтерекен стадион пуласса шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Розмыселсем те пурте унта пулаҫҫӗ, — шантарчӗ Адашев.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Килетӗн, — шантарчӗ ӑна мӑрса, — аслӑ князь вӑрҫӑ пуҫлас пулсан кам Мускавра хӑвартӑр сана?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗренне тупатпӑр! — шантарчӗ Янтул.

— Веревку найдем! — заверил Яндул.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кунта тармасть, — шантарчӗ старик пӗрремӗш сӑмахне хӑй сисмесӗрех пусӑмласа.

— Нет, отсюда не убежит, — заверил старик.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫемҫен те ӑшшӑн йышӑнни Телей пурри ҫине шантарчӗ, Кӗтмесӗр пурнӑҫӗ ӑнни Паян ӑна йӑлт парӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Хӗрсене лайӑхрах хавхалантарсан, юлмастпӑр, — шантарчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӑватпӑр! — шантарчӗ Укахви.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр хут тирне кӑна сӗветӗп тесе шантарчӗ те.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫре пуҫлӑх шалу ӳстерме е ҫӗнӗ должноҫа куҫарма шантарчӗ тӗк ҫакна шута ан илӗр.

На работе не надо принимать всерьез обещания начальства о повышении зарплаты или новой должности.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ирсак юханшывӗ урлӑ каҫса унти халӑхсене, «Эпӗ патша, мана вӗлерме тӑчӗҫ», — тесе шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеев ӑна Шупашкара куҫма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен хӑй вырӑнне урӑх врач тупса пама шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Шанатӑп, пирӗн юрату ӗмӗре тӑсӑлӗ, — вӗҫӗмсӗр шантарчӗ хӗре Павӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пулать, пулать водопровод! — шантарчӗ облздрав пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Артист пулаймасан та, чӑвашла пьесӑсем ҫырма пӑрахмастӑпах, — шантарчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун тепӗр юлташӗ, Ярахви, ӗҫрен пушансан тата икӗ кунран пыратӑп тесе шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Медиксене пӗр сӑмахсӑр илеҫҫӗ, — шантарчӗ Поля.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех