Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шансах (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн, ав, пит ӑнтӑллӑ яшах пулмарӗ те, — шансах пӗтерейместӗп.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫемҫерех йывӑҫ ҫулҫисем: ҫӑка, шӗшкӗ, ҫул хӗрринчи хурама ҫулҫисем — кӑнтӑрла тӗлнелле шӑрӑхпа ӗнтӗркесе шансах каяҫҫӗ те ерипен сулланкаласа тӑраҫҫӗ, йывӑҫӗ те сӗнксе ҫеҫ ларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Апла пулин те, Сурӑмпуҫӗнчен кӑҫалхи Сурӑм пуххинче те кама та пулин вӑрласса, пурпӗрех туй пуласса шансах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тусӗ каҫхинех парнеленӗ чӗрӗ чечек ҫыххинчен шаннӑ ҫеҫкесене суйла-суйла пӑрахрӗ, анчах чечексем пӗрин хыҫҫӑн тепри шансах пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ҫавӑнпа шансах тӑратӑп: рабочин таса чун-чӗрине кӑтартса паракан, ертсе пырас ӗҫри паха меслетсене ҫирӗплетме, юрӑхсӑрринчен хӑтӑлма пулӑшакан статья пулӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хута ярасса шансах тӑратӑп».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Аслӑ шкулсене вӗренме кӗрсен паха профессионалсем пулса вӗренсе тухассине шансах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Малтанласа, вӑрманта пурӑннӑ чухне, вӑл Ишмука шансах та пӗтерменччӗ, ӑна ҫичӗ ют вӑслатса янӑ ҫын пуль тесе те шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кама шанмалла, кама пит шансах пӗтермелле мар?

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сассинче хӗре шансах пӗтерменни палӑрнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Итле-ха, полковник, кунта, тем, шансах пӗтерейместӗп, эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек ӗҫре халӑх сурӑх пек чӗмсӗр пуласса пупсем пит шансах пӗтермен пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Хӗрлӗ Ҫар каялла таврӑнасса шансах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӗнӗ йышпа, ҫӗнӗ вӑйпа малалла та муниципаллӑ округа аталантарас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пурнӑҫласса шансах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Анчах вӑл чӑна килессе шансах тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Пуласлӑхри ӗҫсене ҫакнашкал ҫирӗп йӗркепе туса пырсан, кӑтартусем тата та ырӑ енне улшӑнса пырассине шансах тӑратпӑр тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Палӑртма кӑмӑллӑ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ форумӗн старчӗ Телей кунӗпе тӳр килсе тӑни те ӑнсӑртран мар пулӗ, апла пулсан, ӳлӗмрен тата та лайӑхрах мероприятисем пурнӑҫа кӗрсе пырассине шансах тӑрасса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Каҫар мана, Полина, сана усал тӑвас шутпа каламастӑп, анчах та пит шансах ан пӗтер эсӗ упӑшкуна.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сываласса шансах тӑратпӑр, ҫавӑнпа та, Лена, питех пӑшӑрханма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Иксӗмӗр каллех тӗл пуласса шансах тӑратӑп.

Надеюсь, что мы еще встретимся.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех