Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаннине (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуртӑ ҫӑмӑллӑн хӑпарса кайни каччӑ хӑй ҫине шаннине тата унра ҫамрӑк вӑй иккенне уҫҫӑн кӑтартса тӑрать.

И в том, как легко взлетал топор, чувствовалась уверенность и молодая сила.

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Унӑн сарлака ҫамкаллӑ, ҫӳлелле лаптак та аялалла шӗвӗрӗлчӗк сӑмсаллӑ, пысӑк та симӗсрех куҫлӑ тата усӑнса тӑракан сарӑ бакенбардлӑ вӑрӑм, хыткан пичӗ лӑпкӑ кулӑпа чӗрӗлет те — вӑл ҫын хӑйне хӑй шаннине, унӑн ӑсне палӑртса тӑрать.

Длинное и худое, с широким лбом, кверху плоским, книзу заостренным носом, большими зеленоватыми глазами и висячими бакенбардами песочного цвету, оно оживлялось спокойной улыбкой и выражало самоуверенность и ум.

II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хӑй сӑмахӗ тӗрӗс тесе шаннине сӑнарӗнчен пӑхсах пӗлме пулать, ҫавӑнпа Василиса Прокофьевна урӑх ӑна нимӗн те каламарӗ.

По глазам ее было видно, что говорила она серьезно, убежденная в своей правоте, и Василиса Прокофьевна не стала продолжать разговор.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хурӗ вара йытӑ ун апатне ҫинӗшӗн пӗртте кӳренмерӗ, тата хытӑрах какӑлтатса, хӑй шаннине кӑтартнӑ пек пулса, валашка патне пычӗ.

Гусь нисколько не обиделся, что незнакомая собака поедает его корм, а напротив, заговорил еще горячее и подошел к корытцу.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Эсир Голубевӑна питӗ шаннине эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ, шанчӑкла козырь алӑра пултӑр, тетӗн? — Сергей йӑл кулчӗ.

И я уже знаю, что ты возлагаешь на Голубеву… хочешь иметь надежный козырь? — сказал Сергей.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку ӗнтӗ халӑх ӑна мӗн тери хисепленине тата ӑна шаннине уйрӑмах лайӑх кӑтартса парать.

Это особенно хорошо показывает, насколько уважают его и доверяют ему люди.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Ватӑ ухмаха ҫавӑн пек шаннине итлеме кӑмӑллӑ мар тетӗн-и?

Ты думаешь, старому дураку не приятно получить от тебя такое доверие?

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мероприятие уҫса район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чи малтанах куракансене Театр ҫулталӑкӗпе саламларӗ, кӑҫал кашни куракан ҫӳллӗ шайри театр искусствипе киленме, ырӑ туйӑмсемпе савӑнма пултарасса шаннине палӑртрӗ.

Открывая мероприятие, глава администрации района Николай Миллин в первую очередь поздравил зрителей с Годом театра, отметил, что в этом году каждый зритель сможет насладиться театральным искусством на высоком уровне и порадоваться хорошим ощущениям.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

— Сирӗн ӑрӑмҫӑрсене шанмастӑп эпӗ, — тава кӗчӗ Марко, Мичо бай ҫав Мартын Задекӑна пӗр иккӗленмесӗр шаннине аса илтересле.

— Не верю я вашим пророкам, — спорил Марко, подразумевая Мартына Задеку, в которого благоговейно веровал Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ял Советӗнчен тин кӑна тухнӑ колхозниксемпе калаҫу мӗнле пӗтнине пӗлме ӗлкӗрнӗ пулмалла: унӑн тути хӗрри кӗтессисенче вӑл хӑйне хӑй ҫирӗп шаннине, чӗрре кӗме хатӗррине палӑртакан сӗмсӗр йӑл кулӑ кӑрт-карт сикнӗн чӗтренкелесе тӑрать.

Он, вероятно, уже знал о том, чем кончился разговор с только что вышедшими из сельсовета колхозниками, в углах губ его подрагивала самоуверенная, вызывающая улыбочка.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хамӑн кӑмӑл хыҫҫӑн каяс пулсассӑн, ҫамрӑк ҫынсем малалла мӗнле курнӑҫса пынине пӗтӗмпех ҫырса пӗлтерӗттӗм, вӗсем пӗр-пӗрин енне туртӑннине, пӗр-пӗрин сӑмахне шаннине, мӗн тунине, мӗн калаҫнине кӑтартӑттӑм; анчах пӗлетӗп, вулакансенчен чылайӑшӗшӗн маншӑн лайӑх пек туйӑнни вӗсемшӗн кӑмӑллах пулман пулӗччӗ.

Если бы слушался я одной своей охоты, то непременно и во всей подробности стал бы описывать свидания молодых людей, возрастающую взаимную склонность и доверчивость, занятия, разговоры; но знаю, что большая часть моих читателей не разделила бы со мною моего удовольствия.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл амӑшӗ хӑйне мӗн тери кӗтнине, ун ҫине мӗн тери шаннине ӑнланчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн асапӗ ҫинчен пӗлтерсен, ку хыпар вӗсене иккӗшне те мӗн тери кулянтарса ӳкерессине ӑнланса илчӗ.

Он понял, как ждет его мать, как надеется на него, и понял также, как страшно потрясет он их обеих, сообщив о своей катастрофе.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ефрейтор Биденко ачан ҫак хавассӑн каланӑ сӑмахӗсенче вӑл хӑйне хӑй ҫав тери шаннине, хӑюллӑ кӑмӑл пулнине сиснӗ, ҫавӑнпа хирӗҫ нимӗн те каламан пулин те, ачана хытӑ асӑрхаса пыма шутланӑ.

И такая глубокая уверенность, такое непреклонное решение послышалось ефрейтору Биденко в этих весёлых словах, что он хотя и промолчал, но решил про себя всё время быть начеку.

8 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Константин Геннадиевич вара «Чӑваш пикин» вуннӑмӗш юбилейлӑ ҫулӗнче республика тулашӗнчен килнӗ конкурсантсем ытларах пуласса шаннине палӑртрӗ.

А Константин Геннадиевич отметил, что надеется, к десятому юбилейному году конкурса "Чувашская красавица" приедут больше участниц за пределами республики.

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Ҫавӑнпа та йӗрке тӑвассине айӑпланнисен йышӗнчи «авторитетсене» шаннине эпӗ сивлетӗп кӑна мар, айӑплава пурнӑҫлакансене ҫакӑншӑн явап тыттармалла тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Предпринимательсем республика территорийӗнче пурнӑҫлакан проектсен ӑнӑҫулӑхне, лайӑх шайри ӗҫлӗ климат, кирлӗ пек кадр ресурсӗсем пуррине шаннине «РЕНОВА» компанийӗсен ушкӑнӗпе килӗшӳ туни ӗненмелле ҫирӗплетет.

Одним из ярких свидетельств уверенности предпринимателей в успешности реализуемых на территории республики проектов, наличии благоприятного делового климата, необходимых кадровых ресурсов является подписание соглашения с Группой компаний «Ренова».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Вӑл Резников Правительствӑна килнӗ май ЖКХри ҫивӗч ыйтусене татса пама май килессе шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Резников ыйтӑвне сасӑласа татса панӑ хыҫҫӑн ПК Председателӗ Юрий Попов ӑна парламентри ӗҫшӗн тав турӗ, Правительствӑра та тухӑҫлӑ ӗҫлессе шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пултарайӑп-ши, шаннине тӳрре кӑларайӑп-ши тесе те шикленнӗччӗ малтанласа.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑл ҫивӗч ыйтусем ҫинче те — халӑхӑн тупӑшӗ ӳсессин хӑвӑртлӑхӗ чакни, хаксемпе тарифсем ӳсни — чарӑнса тӑчӗ, вӗсене ҫӗнӗ суйлаври депутатсемпе пӗрле татса парасса шаннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех