Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗпписемпе (тĕпĕ: чӗпӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ачам, сурӑхӗсене эпӗ кайсан витерен кӑларса кӗтӗве ӑсатса ярӑн, хур чӗпписемпе чӑхсене апат парӑн, шултраланма пуҫланисене амӑшсемпе пӗрле ферма патне кӳлле ӑсатса яр.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫакнашкал кулак чӗпписемпе кӗрешекен вӗри чӗреллӗ, таса чунлӑ ҫамрӑк, — тавӑрчӗ Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗншӗн тесен вӗсен халь чӗпписем пур, чӗпписемпе пӗрле илсе каятпӑр та, ниҫта та тармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ытти хурӗсемпе кӑвакалӗсем вӑл вӑхӑтра чӗпписемпе пӗрле пӗвере ишсе ҫӳретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Ватӑ Ҫерҫи ку вӑхӑтра хӑй ӗҫӗпе ҫӳренӗ, килне таврӑнсан, вилнӗ чӗпписемпе вилес пек хуйха ӳкнӗ арӑмне ҫеҫ тупнӑ вӑл.

Старый Воробей улетал в это время по своим делам, а когда вернулся домой, то нашел только мертвых птенчиков и убивавшуюся с горя Воробьиху.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Чӑпаркка хӑйӗн чӗпписемпе пӗрремӗш хут уҫӑлма тухсан вара ӑна сав тери хавассӑн, ытлашшипех те хавассӑн кӗтсе илчӗҫ, тес пулать: йӗри-тавра ачасем ытла нумаййӑн пухӑннине курса, чӑпаркка чӗпписене хӳтӗлеме хатӗрленсе тӑчӗ — ҫывӑха ан пыр!

А когда Пеструха со своим выводком вышла на первую прогулку, ей устроили торжественную встречу — пожалуй, даже чересчур торжественную: окруженная толпой мальчишек, она вся взъерошилась, готовясь защищать цыплят.

16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫӗр каҫма салхуллӑ румын патӗнче, ача-пӑчапа тата чӑх чӗпписемпе лӑк тулнӑ пӳрте, чарӑнчӗҫ.

На ночлег остановились у хмурого румына в хате, полной детей и цыплят.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Мана курсан, кӑвакал хӑранипе нартлатса илчӗ те ҫав хушӑрах хӑйӗн ҫӑмха пек ҫутӑ хура тӗслӗ чӗпписемпе, анчахрах сарӑ пуҫлӑ ача ҫухалнӑ пекех, куҫ умӗнчен ҫухалчӗ.

Увидев меня, она испуганно крякнула, и в ту же секунду серые комочки исчезли, так же быстро и непонятно, как этот мальчишка с желтым чубчиком.

Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ҫурӑм-пуҫпе хир чӑххисем уҫланкӑсенче ҫисе ҫӳреҫҫӗ: хӑш чухне чӗпӗ амӑшӗ чӗпписемпе ҫисе ҫӳрет, хӑш чухне автанӗпе чӑххи ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне тата темиҫе автан пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ.

Фазаны по зарям кормятся на полянках; иногда целый выводок — наседка с цыплятами, иногда петух с курицей, иногда несколько петухов вместе.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсене халӗ хӑйсен ҫӳлти хучӗ чӗпписемпе пӗрлех ҫухалнӑ пек туйӑнать.

Им теперь просто кажется, что весь этаж с их птенцами исчез.

Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.

Шӑркалчӑ чӗпписемпе ҫавӑн пек пулса иртнӗ хыҫҫӑн, ҫывӑхри уҫӑ шыв ҫинче пысӑк йышши кӑвакал чӗппи курӑнчӗ, вӑл ӳссе ҫитӗннӗ, амӑшӗ пекех.

После этого случая с маленькими чирятами впереди, на ближайшем плесе, показался кряковый утёнок, совсем большой, почти с матку.

Шӑркалчӑ чӗпписем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 55–57 с.

Ҫак вӑхӑтранпа вара Курак Пике хур чӗпписемпе аппаланма пӑрахрӗ: вӑл уйрӑм ҫӳреме тытӑнчӗ, хур чӗпписем те уйрӑм ҫӳреме тытӑнчӗҫ; ҫавӑн чухне ҫеҫ вӑл пурне те ӑнланса илчӗ пулас, урӑх ӗнтӗ унӑн юпасем тӑррине лекес килмерӗ.

Вот с этого разу все и кончилось у Пиковой Дамы с гусями: она стала ходить отдельно, гуси отдельно, видно, тут только она все поняла, и во второй раз ей уже не захотелось попасть на столбы.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

— Мӗн тӑвас тетӗр ӗнтӗ эсир кӑвакал чӗпписемпе? — тесе ыйтрӑм эпӗ ачасенчен ҫиленерех.

— Что вы будете делать с утятами? — строго спросил я ребят.

Ачасемпе кӑвакал чӗппи // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 15–16 с.

Утарта пыл хурчӗсем сӗрлеҫҫӗ; кӑвакарчӑн ҫурт тӑррине ларать те кӑрӑлтатать; кӑлӑк чӑххи чӗпписемпе пӗрле ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем сӑхма кӗрсе тухать; тепӗр чух тата ҫерҫи е лӗпӗш вӗҫсе кӗрет — ман кӑмӑл тулать.

Пчелы на пасеке жужжат да гудят; голубь на крышу сядет и заворкует; курочка-наседочка зайдет с цыплятами крошек поклевать; а то воробей залетит или бабочка — мне очень приятно.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Ват кӑвакал ами чӗпписемпе кӑмӑллӑ, ҫунат ҫапса савӑнать, хӑй тавра ҫаврӑм-ҫаврӑм хум кӑшӑлӗсем ярать.

А та на них не нарадуется; когда она, хлопая крыльями, рассекает поднятые ею волны.

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Шывпа тулса пыракан Кубань шавласа та хӑвӑрт юхать; унӑн кӑпӑкланнӑ кӑтрашка хумӗсем пӗр-пӗрне хӑваласа чупаҫҫӗ, авӑрсенче хур-кӑвакалсем, хӑйсен ҫамрӑк чӗпписемпе ишеҫҫӗ.

Кубань, становясь все полноводней, течет быстро и шумно; ее пенные кудрявые волны бегут друг от друга, в омутах плавают дикие гуси и утки со своим молодым выводком.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех