Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмерӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман та, ӑна-кӑна тин ӑнкарса илнипе, тӳрех чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик Рамана асӑрхарӗ-ха, анчах сӑмах чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хирӗҫ чӗнмерӗ, килӗшнӗ пек курӑнса, пуҫне сулса илчӗ те барак умӗнче шӑл йӗрсе тӑракан Ҫтаппана чышкипе юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арсентьев урӑх нимӗн те чӗнмерӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те прачакпа анаталла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗветӗр тӳрех хирӗҫ чӗнмерӗ, самантран тин: — Эпӗ ҫынна ытлашши мухтама юратманнине эс, Йӑван, хӑвах лайӑх пӗлетӗн, — терӗ вӑл шухӑшлӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑм чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч чӗнмерӗ, ҫӑварӗнчен хӗрлӗ юн юхрӗ — Семен Буденнӑйӗн Пӗрремӗш утлӑ ҫарӗн, тахҫан Подоприхин хӗсметре тӑнӑ ҫар ялавӗн тӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле нимӗн те чӗнмерӗ, ял ҫыннисене вӑл ҫирӗп шанатчӗ, ӑна ҫапла сутассине кӗтменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗркесене хӑвӑрт тӗпчесе тухса Нюҫҫа тантӑшӗ ҫине шикленӳллӗ пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Директор чӗнмерӗ, ӑшӗнче пӑхмасӑр калама вӗреннӗ текста тепӗр хут куҫ умне кӑларса аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑна ассӑн сывласа нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва ӑнӑҫсӑр пуҫласа ӑна ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле, юратӑвӑн вӗри ытамӗ хыҫҫӑн лӑпланса ҫитейменскер, нимӗн те чӗнмерӗ, тимлӗх уйӑрмарӗ, анчах та кайран, кӑштах сивӗнсен, тапӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ват ҫын чӗнмерӗ, килнӗ ҫынна тӗсесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Подоприхин урӑх чӗнмерӗ, тухрӗ те Кабаргасӑн эрешлӗ ҫуни ҫине ларса лашана Хураҫӗр еннелле хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑм хытӑ тарӑхнипе ним те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кузнецова чӗнмерӗ, ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, калӑн, кӑкӑрӗ ҫине йывӑр чул хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ара, эс лавккара пултӑн-ҫке», — тесшӗнччӗ Ванюш, ҫапах та чӗнмерӗ, пӗчченех васкамасӑр килнелле сулӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех