Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗн сăмах пирĕн базăра пур.
чӗн (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашнийӗнчех хӑнасемпе чӳрече леш енне пухӑннӑ куракансем умӗнче каччӑ хӗр кӗтесри сак ҫине сарса хунӑ чӑлт шурӑ минтере ҫавӑрса пӑхать, минтере чӗн пушӑпа ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ сурӑха валли сӑмсалӑх ӳкернӗ чухне ун ҫумне чӗн пиҫиххи хушса хума маннӑ пулнӑ-мӗн!

Когда я рисовал намордник для барашка, я забыл про ремешок!

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Урӑх пӗр сӑмах та ан чӗн.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗн тилхепене ҫирӗп тытса кӑрт ҫеҫ туртасчӗ те…

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хусанкая та чӗн.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унӑн «Чӗн тилхепе» калавне вуланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эп вӗсене ятлама та, чӗн пиҫиххипе кӑштах тӑн кӗртме те пултараймастӑп — пурте пӗр харӑсах, единым фронтом тенӗ пек, ман ҫине сиксе ӳкеҫҫӗ: арӑм та, амӑшӗ те, аппӑшӗ те.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӑл чӗн пиҫиххине ман сӑмса патнех илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ан чӗн эс мана хирӗҫ! — виҫҫӗмӗш хут сӗтеле ҫапрӗ Макар Кузьмич.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Чӗн вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑм-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Иккӗшне те чӗн пушӑ ҫеҫ кирлӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Пӗррехинче эпӗ — хамӑн шутсӑр выляс килнипе — унӑн хура-хӑмӑр тилӗрен тунӑ ҫухавине йӑлт туласа тӑкрӑм, ним хӑвармарӑм, тепри пулсан мана уншӑн ҫаксах вӗлермелле, анчах Раиса Ивановна чӗн пиҫиххипе ҫурӑм урлӑ ячӗшӗн виҫҫӗ-тӑваттӑ туртса ҫапнипех каҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Асту, аякран сас туса пыр. Патне ҫитсен — сӑмах ан чӗн, вара пӗтеретӗн» — тет хуняшшӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Арҫын ача, шурӑ пурҫӑн кӗпи аркине хура шӑлавар айне чикнӗскер, тавӑрнӑ ҫаннине кӑштах ҫӗклерӗ, чӗн пиҫиххине тӳрлеткелерӗ, юсанса тӑрса, Эльвира ҫине пӑхса илчӗ те юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Алешӑна чӗн эсӗ…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Пӑсӑлас-тӑвас пулсан, хама чӗн.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

«Киле таврӑнсан, сӑран витнӗ хӑмӑт, йӗс тӳмеллӗ йӗвен, шерепеллӗ чӗн тилхепе туянӑп сан валли», — тесе, мӑкӑр-мӑкӑр калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унчченхи пекех хӑмӑр шинельпеччӗ вӑл, сулахай пушӑ ҫаннине пиҫиххи айне хӗстернӗччӗ, сылтӑм аллине чӗн чӑпӑркка тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Шаккамалли, каскаламалли ӗҫ тупӑнсан, Укаҫ, чӗн мана, чӑрмантарасси тесе ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех