Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхи (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш чӗлхи урокӗнче Альбина Ивановнӑна эпӗ выляса ларни килӗшмерӗ пулмалла — ман енне хаяррӑн пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Татьянӑна уйрӑмах нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Галина Никифоровна нумай калаҫни килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна виҫӗ вырӑнлӑ пӳлӗмре математика вӗрентекен Васелисӑпа тата чӑваш чӗлхи ӑсти Валентинӑпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Унтрие курсанах Микулай мучин чӗлхи ҫӗтрӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Анчах унӑн вӗҫерӗнсе кайнӑ чӗлхи «хапхана» кӗресшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Мӗн те пулин сарса парсан хӑех утса иртет-ха, — сисмен-туман ҫӗртен чӗлхи уҫӑлчӗ Алексейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анӑҫ фриз чӗлхи

Западнофризский язык

Фрисланди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A4%D1% ... %BD%D0%B4)

Нуби чиркӗвӗ Каира пӑхӑнса тӑнӑ пулин те, копт чӗлхи турра кӗлтумалли тӗп чӗлхи пулса тӑман.

Хотя нубийская церковь подчинялась Каиру, коптский язык не стал её главным богослужебным языком.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Чӗлхи те темӗскер, пит «медицинӑлла»…

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Хӑй ҫамрӑк мар пулсан та, куҫӗ ҫивӗч-ха унӑн, чӗлхи — вӗри.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗсйинчен васкасах эмел таблетки кӑларса, чӗлхи айне хучӗ, тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхи ҫивӗч пулнӑранах пуль Улькаран куҫ умӗнче никамах та кулма хӑяймасть.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ак ҫакӑн пек пӗчӗкрехскер, чӗлхи чӗкеҫ чӗлхи пек, сӑнӗ тата…

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хӗремесленсе кайрӗ, чӗри хыттӑн-хӑттӑн тапрӗ ун, чӗлхи ҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхи те ҫаврӑнӑҫуллӑ мар Ҫтаппанӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхи яка ӗнтӗ, ҫул тӑршшӗпех чарӑнма пӗлмесӗр калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхи унӑн ытла та чараксӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫламӑш шкулӑн виҫӗ класӗнчен ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ялти тимӗрҫӗ чӗлхи ытлашши пуян мар, ҫавах кашни сӑмахӗ уншӑн ылтӑн пек хаклӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музейӑн тӗп экспоначӗсенчен пӗри — Кир цилиндрӗн чаплӑ тунӑ копийӗ (оригиналӗ Лондонри Британи музейӗнче вырнаҫнӑ) шутланать, унсӑр пуҫне кунтах хирӗҫри стена ҫинче ӑна хальхи перс чӗлхи ҫине куҫарнӑ ылтӑн сас паллисемпе ҫырнӑ тексчӗ пур.

Одним из главных экспонатов музея является точная копия Цилиндра Кира (оригинал находится в Британском музее в Лондоне), а также его перевод на современный персидский язык золотыми буквами на стене напротив.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех