Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхи (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрер черкке лексен тин Якку пиччен чӗлхи уҫӑлать, куҫне хӗсе-хӗсе калаҫма тытӑнать хайхи, чарса чараймӑн, унӑнне ҫеҫ итле, эрне калаҫманнине пӗр сехет хушшинче каласа пӗтерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗленче тӗпӗнчи эрехе малтан шӑршласа пӑхрӗ, унтан чӗлхи вӗҫне йӗпетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ никам та мар, — аранах ҫаврӑнчӗ ун чӗлхи, хӑранипе кухньӑра вут ҫинче ҫӑтӑртатакан ҫатми ҫинчен те мансах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ак ӑҫта вӑл ылтӑн, Ҫимун хӑта! — эрехне сыпа-сыпа, чарӑна-чарӑна калаҫрӗ чӗлхи салтӑннӑ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлессӳ килсен-и, — малаллине мӗнле калас тесен те, чӗлхи ҫаврӑнаймарӗ Эрхипӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗкесене шыв тултарса, пит-куҫа ҫуса шӑлӑнсан тин Улькан чӗлхи салтӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урӑх чух сӑмаха суйласа ҫеҫ калаҫаканскерӗн чӗлхи уҫӑла пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Сыщик мар-и ку?» — вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче ҫуйлӑ шухӑш, чӗлхи ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Баронӗ вара, хӑйне хуҫа умӗнче мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, чӗлхи ҫине мӗн килнине пӗтӗмпех сӳпӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Тӑр та тухса кай» тесшӗнччӗ, чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ыйту ытла кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе Платун чӗлхи ҫыхланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Евӗклӗн те хаваслӑн курӑнма тӑрӑшса, анчах ӳсӗррипе чӗлхи ҫыхланнӑран сӑмахӗсене тӑсса: — Аван-и, Анук?.. — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш чӗлхи урокӗнче Альбина Ивановнӑна эпӗ выляса ларни килӗшмерӗ пулмалла — ман енне хаяррӑн пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Татьянӑна уйрӑмах нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Галина Никифоровна нумай калаҫни килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна виҫӗ вырӑнлӑ пӳлӗмре математика вӗрентекен Васелисӑпа тата чӑваш чӗлхи ӑсти Валентинӑпа пурӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Унтрие курсанах Микулай мучин чӗлхи ҫӗтрӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Анчах унӑн вӗҫерӗнсе кайнӑ чӗлхи «хапхана» кӗресшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Мӗн те пулин сарса парсан хӑех утса иртет-ха, — сисмен-туман ҫӗртен чӗлхи уҫӑлчӗ Алексейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анӑҫ фриз чӗлхи

Западнофризский язык

Фрисланди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A4%D1% ... %BD%D0%B4)

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех