Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтма (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна чӑтма ҫук хытӑ юрататӑп-ҫке тата кун ҫинчен тахҫанах пӗлетӗп!

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл хӑйне, чӑнах та, чӑтма ҫук йывӑр туйрӗ, ҫав туйӑм унӑн мӗнпур кӗлеткине хӗстерсе тӑнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана кам та пулин кӳрентерес пулсан, эпӗ нимӗн те чӗнместӗм, анчах хам ҫинчен йӗрӗнсе каланӑ кашни сӑмахшӑнах чӑтма ҫук асапланаттӑм, ҫав вӑхӑтрах тата ун пек кашни сӑмахах лӑпкӑн кулса кӗтсе илнӗ пек кӑна кӑтартма тӑрӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пултарусӑр, талантсӑр ҫынсене, вӗсен шутне хам та кӗретӗп пулин те, эпӗ юлашки вӑхӑтра чӑтма пултараймастӑп, манӑн, вӗсене курсан, темшӗн сӑлтавсӑрах ҫилӗ тӑвӑлса килет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑ мана чӑтма ҫук тарӑхтаратчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫакӑн пек йывӑр самантсенче вӑл пушшех те ҫывӑрмасӑр чӑтма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӗре тулли тарӑху капланнӑран чӑтма ҫук туртас килчӗ, анчах ҫырмара ҫынсем курӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ах чух, ҫамрӑк чух Ташламасӑр чӑтма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Чӑтма ҫук пулса ҫитрӗ капла!

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте пӗтрӗҫ пулмалла, — терӗ вӑл чӑтма ҫук кулянса.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантерӗн чӑтма ҫук хырӑмӗ выҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улпутсемпе сутӑҫсем Пӑкачав хуларан аякра чухне чӑтма ҫук хӑюллӑччӗ, вӗҫӗмсӗр мухтанатчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чоткар — сарлака хул-ҫурӑмлӑ, лутака ҫын, чӑтма ҫук вӑйлӑскер, кунта Элнет шывӗ хӗрринчен сиктерсе килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫап-ҫамрӑк пулнӑ, мӑйӑх та шӑтайман унӑн, ҫапах та хӑй чӑтма ҫук хӑюллӑ ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑтма ҫук!!!

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней те инҫех мар, Ҫӳлте, сӑртра вӑл тӑрать — Сӑнне пӑхма Пихампар, Аран ҫилне шӑнарать: Тури халӑх пусмӑрне Ӑҫтан чӑтма халӗ пур?

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла вара 1941—1942 ҫулхи чӑтма ҫук хаяр хӗл иртсе кайрӗ».

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Космос аппарачӗ орбитӑна тухайман пулин те, юнкун ӑна хута яма май килни, 85 процентне 3D-принтерпа пичетленнӗ ракета кӑткӑс условисене чӑтма, вӑл вӗҫме пултарнине ҫирӗплетсе панӑ.

Хотя космическому аппарату не удалось выйти на орбиту, запуск в среду доказал, что ракета, которая на 85% напечатана на 3D-принтере, может выдержать суровые условия взлета.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Ман чӗреме темӗн чӑтма ҫук хыттӑн пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗнпур пӗлӗте пысӑк та чӑтма ҫук хӗртекен хӗвел тытса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех