Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑкӑлтӑшла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тимрук ӑҫта кайрӗ ҫак, ӑна тӑхӑнтартса пӑхмаллаччӗ тата, ӑҫта мурне кайса кӗчӗ вӑл! — Шерккейӗн сасси, хӑй ҫӗткеленнӗ чухнехи пек, кӑра та чӑкӑлтӑшла илтӗнчӗ.

— Куда ж это Тимрук подевался, примерить бы ему эту вещицу! — вдруг сердито проговорил Шерккей, и голос его был зол и неприятен.

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах ҫӑва патне французсен ҫав чӑкӑлтӑшла ачашлӑхӗсем.

Но к черту эти французские тонкости.

XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑраха тӑсӑлакан чӑкӑлтӑшла та терт-асаплӑ ӗҫчӗ ҫакӑ.

Это было долгое, кропотливое и мучительное занятие.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫак чӑкӑлтӑшла ӗҫ ытла кичемччӗ ӗнтӗ, ҫула майӑнах-ха ҫав ӗҫпе ывӑнтаракан кӑткӑс атмосферӑна кӗмелле пулать тесе ҫӗткеленсе пытӑм — унсӑр пулсан отпускӑм ытла аван иртнӗ пулӗччӗ.

Всё это было неприятно и скучно, и, вспоминая ещё дорогой, что мне придётся снова войти в утомительную и сложную атмосферу этого дела, я немного расстраивался — отпуск был бы так хорош без него!

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хальхинче акӑ вӗсене — ӑна та Катьӑна — юнашар курсан, мана кулӑшла пек те туйӑнчӗ: Катьӑпа ӑна танлаштарсан, Ромашка ытла мӗскӗнӗн те чӑкӑлтӑшла ҫын пек курӑнчӗ.

Теперь, когда я увидел их рядом — его и Катю, — мне стало даже смешно: так он был ничтожен в сравнении с ней, так некрасив и мелок.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех