Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн Ҫӗршывра чыслӑхпа паттӑрлӑх, хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх, хӑй халӑхӗн ырлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулни хуть хӑҫан та сумра пулнӑ.
Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/20/ole ... ika-organo
Кутузов ӑна пысӑк чыслӑхпа кӗтсе илнӗ, тӑшманран туртса илнӗ темӗн чухлӗ ялавсене ун умне тайнӑ, патша вара Кутузова вырӑс ҫарӑн чи пысӑк наградине — пӗрремӗш степеньлӗ Георги хӗресне панӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Щорс Боженкона пысӑк чыслӑхпа йышӑннӑ, ӑна богунецсен ячӗпе саламланӑ, унтан пурне те тухма хушнӑ та батькопа питӗрӗнсе ларсах икӗ сехете яхӑн калаҫнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пӗр кун-ҫуллӑ ҫынсем, пурин инкекне те ӗҫпе, чыслӑхпа ҫӗнтернӗ ҫынсем ҫывӑхланнӑ пек, хӑйсене ҫывӑх пулса тӑнӑ пӗр-пӗтӗмӗшле шухӑша путнипе пурпӗр шарламасӑр, пӗр сиккеленмесӗр ларчӗҫ.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Карта ыррипе усаллӑх, чыслӑхпа тасамарлӑх, геройсен чунри кӗрешӗвне палӑртать.
Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
- 1