Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чутах (тĕпĕ: чут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Документсене тавӑрса паманнипе чутах йӗрсе яраттӑм.

Я чуть не заплакал, когда мне не выдали документы.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗркун хама та чутах лекетчӗ.

На днях и мне чуть не досталось.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Икӗ хусах «ялти пӗрремӗш пикене» чутах ҫурмаран туртса ҫуратчӗҫ.

Двое холостяков чуть не разодрали на две части "первую красавицу" нашей деревни.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫуркунне мана чутах пӗр ҫӳҫ пӗрчи юлмиччен ҫӑмласа тӑкатчӗ.

Весной чуть все волосы мои не выдернула.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ачине ҫуратнӑ чухне вӑл чутах вилмен, хӗрӗ Катя кирлӗ виҫерен пӗчӗкрех ҫуралнӑ.

Во время родов Светлана едва не умерла, Катя родилась недоношенной.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗррехинче тантӑшӗсемпе окоп чавма кайсан ҫӳхе тӑхӑннӑскере /унӑн хулӑн тумтир пулман/ чутах тӑм тивмен.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳрех ҫак сӑлтавпах чутах тепӗр пушар тухман.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех