Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Турӑ чури Эверкки, Илемпи турӑ чурипе юратса пӗрлешетӗн-и?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑл, ҫав ушкӑна яланхи пек «salvete» тесе саламланӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн чурипе пӗрле кӗтесри табуреткӑсем ҫине ларчӗ, эфиопка-чурана икӗ курка эрех илсе килме хушрӗ, хӑйӗн юлташӗпе ахальрен калаҫса илчӗ; хӑй ҫав вӑхӑтра гладиаторсем ҫине пӑхса, вӗсем калаҫнине итлеме тӑрӑшрӗ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
10. Патшапа татнӑ сӑмахпа килӗшӳллӗн, аслӑ пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та кашниех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине ирӗке яма килӗшнӗ, вӗсене малашне чуралӑхра тытас мар тесе, вӗсене ирӗке кӑларнӑ; 11. анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, шухӑшне улӑштарса, ирӗке янӑ арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасене каялла илме тытӑннӑ, ирӗксӗрлесех вӗсене каллех чура туса хунӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Седекия патша пӗтӗм халӑхпа, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм халӑхпа, чурасене ирӗке кӑларасси ҫинчен, — кашнийӗнех хӑйӗн арҫын чурипе хӗрарӑм чурине, еврейпе еврей хӗрарӑмне, ирӗке ярасси ҫинчен, никамӑн та иудее, хӑйӗн тӑванне, чуралӑхра тытма юраманни ҫинчен, — сӑмах татнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурипе хуҫине пӗр сутпах айӑпланӑ, ахаль ҫын та патша тӳснинех тӳснӗ: 12. кашни килте виле выртнӑ, пӗр вилӗмпех вилнисен имӗ-сумӗ те пулман; виле пытармашкӑн чӗрӗ ҫын та ҫитмен, ӗнтӗ вӗсен хаклӑран та хаклӑ ӑрӑвӗ пӗр самантрах тӗп пулнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ, 17. унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ].
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1