Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Чурасем чылайччен кӗтсе тӑнӑ, анчах та ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкне никам та уҫманнине кура уҫӑсем илсе пӳлӗме уҫнӑ та, акӑ ӗнтӗ вӗсенӗн хуҫи урайӗнче вилӗ выртать.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшманусем сан умӑнта хӑйсене чурасем пек тытаҫҫӗ, эсӗ вӗсене ӗнсерен пусса тӑратӑн.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вӑл ҫапла тӳлесе ирӗке тухаймасассӑн, юбилей ҫулӗнче вӑл хӑй те, унпа пӗрле унӑн ачисем те ун патӗнчен тухӗҫ, 55. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем — Манӑн чурасем; вӗсем — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Манӑн чурамсем.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Хӑвӑн ар чура, хӗрарӑм чура пултӑр тесессӗн, ар чурана та, хӗрарӑм чурана та хӑвӑр тавра пурӑнакан халӑхсенчен туянӑр; 45. хӑвӑр патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫынсен ачисене те туянма пултаратӑр; вӗсен сирӗн патӑрта сирӗн ҫӗрӗрте ҫуралнӑ ӑрӑвӗнчи ҫынсене те илме юрать, вӗсем те сирӗн пулма пултараҫҫӗ; 46. эсир вӗсене хӑвӑр хыҫҫӑн, пурлӑхӑра ывӑлӑрсене парса хӑварнӑ пек, еткерлӗхе парса хӑварма пултаратӑр; вӗсем ӗмӗрех сирӗн чурасем пулччӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4. вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5. манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авимелех вара [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тавӑрса панӑ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп, 23. санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; 24. хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та, ашаксем те, арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.