Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупрӗҫ (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупӑшса чупрӗҫ, ут ячӗҫ, кӗрешрӗҫ, ухӑпа печӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑраххисем картлашка ҫинчен ансанах лавсем патне чупрӗҫ, урапасем ҫине сиксе хӑпарса темиҫе утӑм та пулин «ларса пыма» ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшӗ хӑйсен килӗсене ҫӑлма каялла чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑхса кайнӑ ҫынсем чӗрессемпе пакурсем йӑтса пушар сӳнтерме чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫунакан ӑвӑ татӑкӗсене мӑкӑрлантарса вӗсем йывӑҫ ҫуртсем патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна хӑйсен куҫӗпе курнӑ воеводӑсем тарӑхса темле командӑсем пачӗҫ, асӑрхануллӑ пулманшӑн пӗр-пӗрне вӑрҫрӗҫ, юлашкинчен, ратниксене ертсе кукӑр-макӑр сукмаксемпе сӑрталла чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаша пуррисем лашапа катаччи чупрӗҫ, кимӗ пуррисем Атӑлпа Казанка ҫинче кимӗсемпе ярӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла пире тата лайӑхрах, — терӗҫ те Кӗтерукпа Зина, туфлийӗсене хывса, шыв хӗрринелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗрачасем тирек хӳттинелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапӑҫакансем сапалана пуҫларӗҫ: пӗрисем ҫатан урлӑ сике-сике анкартисем еннелле чупрӗҫ, теприсем тӑкӑрлӑкалла вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗпер патӗнче ҫын ҫуккине курсан, Даниловпа Эльгеев ҫырма урлӑ чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗпӗрьянпа Микула кӗлет патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем сарай еннелле утнине асӑрхасан, артистсем те унталла чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Татса хатӗрлене вутта котельнӑя антарса пӗтерсен, артистсем хӗпӗртесех шыв хӗрне чупрӗҫ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса Атӑл варнелле чылаях ише-ише кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пухӑва пуҫтарӑннӑ ҫынсем пӗр харӑс вырӑнсенчен сиксе тӑчӗҫ, урамалла чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле те пулин вагона кӗрсе ларасчӗ тесе «артистсем» чи вӗҫӗнчи вагон патне чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун сассине илтсен, пӗренесем ҫинче унта-кунта сапаланса ларнӑ пассажирсем сасартӑк пӗр харӑс сиксе тӑчӗҫ те, кутамккисене хулпуҫҫийӗсем урлӑ ҫака-ҫака, чугун ҫул еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тимушпа Улитта пӳрт умӗнчи пахчара чылайччен уйрӑлаймасӑр тӑчӗҫ, вара иккӗш пӗрле анкарти витӗр чупрӗҫ (тантӑшӗсене тӳртен хӑваласа ҫитесшӗн пулчӗҫ вӗсем).

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуртӑ-сенӗксемпе «хӗҫпӑшалланнӑ» арҫынсем, тӑшмансене Энӗш урлӑ каҫма чарас тесе, отряд хыҫҫӑн чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Карчӑккине пӗлтерес! — васкаса пахчаналла чупрӗҫ Павлушпа Тимуш.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех