Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта кашни япала, ҫу шӑрши чуна ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл чуна тунсӑх пусса илнине, шалта-таҫта тем ҫитменнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл та пулӗ, ку та пулӗ, Паллӑ мар пӗр ҫак кӑна: Сӑтӑрҫӑ е чӑн-чӑн пулӑҫ Тыткӑнларӗ ман чуна!

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Ахаль те тата чуна тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинӗс хумӗсемпе, тӑварлӑ хумсемпе, кӗрешсе чуна кантартӑм, киле таврӑнсан, чӗрене ыраттармалли ҫеҫ тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапах та Греков маншӑн чуна питӗ ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Клавишсем тӑрӑх чупакан ҫинҫе пӳрнесем, усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗ Раман, чуна тивекен кӗвве тимлесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен ирӗклӗ вӑййи чуна кӑвак тӳпенелле туртатчӗ, хамӑр Чӑваш ҫӗршывне вӗҫсе ҫитсе сасартӑк сан умна анса ларас та килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта та кунта сывлӑша тӑрисем вӗҫсе ҫӗкленеҫҫӗ, юрласа чуна хускатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Хӑр тӑлӑх» — ҫак хӑрушӑ, чуна пӑрлантаракан сӑмах халь асӗнче юратнӑ хӗрӗн ятӗнчен тӑтӑшрах вӗҫсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чуна ан хускат, тархасшӑн, — тархасларӗ Ваҫиле.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлменни чуна ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫунатлӑ шухӑшсем чуна ыраттарса инҫене — упӑшки патне вӑрҫа вӗҫсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав чуна хурлантаракан шухӑшсемпе вӑл вут пуленккисене, хӑмасене, вӗрлӗксене хапха ҫумнерех тултрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Атя, кала купӑсна, Ванюш, чуна лӑплантарар, — ушкӑн варрине сулкаланса тухрӗ Гриша Суллин, унтан хӑрӑлтатакан сассипе юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Апла кин тӑвӑпӑр, — каллех сивӗ куҫӗсемпе пӑхса, сиввӗн кулса чуна шӑнтакан сӑмахсем калама пуҫларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Йӗри-таврари пӑхса тӑранайми илемӗн сӑнне яма ятарласа туса лартнӑ тейӗн ҫак тискер те хӑрушӑ чӗрӗ чуна.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫӗр ҫинче ҫӗрӗк тункатаран та чуна, чӗрене лӑпкакан ӑшӑ, вӑрттӑн ӑшӑ, тухать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Илемӗ илемлӗ те… анчах кунта пур хитре япаларан та темле чуна шӑнтса тӑракан сивӗ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Анчах та уйӑх илтмест, ҫаплах сиввӗн, чуна ӑшӑтмасӑр ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех