Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Камсем-ши вӗсем? — шухӑшласа илчӗ Светлана, юрлакан хӗрсен чуна пырса тивекен сассисене итлесе, ҫӳлелле, уҫӑ чӳрече еннелле пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах кӑштах тӑхтӑр-ха, чӑн малтанах эпӗ аслӑ Атӑл хӗррине кайса пӑхам, унӑн чуна ҫӗклентерсе яракан илемлӗхӗпе кӑкӑр тулли сывласа тӑранам…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чуна йӗкӗлтени ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав сестран, сӑнӗнчен те ҫав тери хитрескерӗн, хусканӑвӗсем те илемлӗччӗ, вӑйлӑччӗ, сасси те чуна лӑплантараканскерччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.

«Здания рушатся, кругом запустение и уныние. Когда ты понимаешь, что с каждым годом ситуация меняется в худшую сторону, счастья не прибавляется. Я решила, что нужно что-то менять и привлекать внимание к проблеме и к селу с почти 600-летней историей», — говорит Алена.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Вӗҫсе хӑпармалли ҫула ӑсталанӑ Punj Lloyd Инди компанийӗн пресс-секретарӗ каланӑ тӑрӑх, кӑткӑс ҫӗр пичӗпе йывӑр ҫанталӑк ҫак тӑхӑр ҫулхи проект «ҫав тери кӑткӑс та чуна тыткӑнлакан» пулса тухнӑ.

По словам пресс-секретаря индийской компании Punj Lloyd, которая построила взлетно-посадочную полосу, этот сложный рельеф и неблагоприятные погодные условия сделали этот девятилетний проект «чрезвычайно сложным и захватывающим».

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫавӑн чух акварельпе ӳкернӗ пейзажсем халӗ те тӗсӗсене ҫухатман, хӑйсен ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ сӑрӑсемпе чуна килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Иккӗмӗш космонавт Г. Титов ҫинчен те чуна килӗшекен передачӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫитӗнсе ҫитейнӗ хӗрӳ талантлӑ поэтӑн сӑввисене, куллен-кун ҫырса пынисене, ҫырӑвӗсене лӑпкӑн вулаймастӑн, вӗсем чӗрене тивеҫҫӗ, чуна хумхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Марксизм-ленинизм вӗрентӗвне ӑспа чуна илнӗ совет ҫыннисен тӗллевӗ ҫутӑ, ӗмӗчӗсем ырӑ; вӗсем — ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Виталий Адюков хут купӑсне тӑсса ярсассӑнах залра ларакансем пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ячӗҫ, такмакӗ- сене пӗрле юрласа ташларӗҫ, чуна пырса тивекен юррисене пӗрле хурланса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Ах, ытла та чуна ҫӗклентерет-ҫке тӗнче илемӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вутла ҫунакан чуна Ҫӗклентерсе яратӑн.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мускава чуна хӳтӗленӗ пек хӳтӗлетпӗр тесе ҫырать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫаплах юрлать, уҫӑ саслӑ хӗр-арӑмсем те чуна тивекен вӑрҫӑ юррине тата вӑйлӑнрах ҫӗклентерсе ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темиҫе хут та вуланӑран Марье ӑна, чуна тивекен сӑвва пӑхмасӑр каланӑ пек, пӗр сӑмах сиктермесӗр аса илет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чуна хӑй патнелле туртать вӑл, илӗртет, иртнине аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн кирлӗ пулнӑ-ха икӗ савнӑ чуна ҫавӑн чух?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тупӑпа ҫурӑлса пӗтнисем те нумай теҫҫӗ вӗт-ха, — макӑрса ярас пек сассипе чуна ыраттарма пуҫларӗ хунямӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн хушнине тума хатӗр… чуна ҫеҫ хӑварӑр! — килӗшрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех