Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фроловсем вара хӑйсен чулӗсене ҫав стенана хӑпартма панӑ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
45. Лайӑх ӑс тупнӑ: парне вырӑнне суя тӗнлӗ ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑшӑн ӳлӗмрен хамӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесе ӑна ҫӗмӗрме шухӑш тытнӑ — ҫӗмӗрнӗ вара; 46. ун чулӗсене, вӗсемпе мӗн тумаллине пророк килсе пӗлтериччен, Ҫурт тӑвӗ ҫине таса ҫӗре купаласа хунӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саваоф Ҫӳлхуҫа вӗсене хӳтӗлесе тӑрӗ, вӗсем чулрав чулӗсене тӗпретсе те таптаса пырӗҫ, ӗҫӗҫ те эрехпе ӳсӗрӗлнӗ пек шавлӗҫ, парне алтӑрӗсем пек, парне вырӑнӗн кӗтесӗсем пек тулса кайӗҫ.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ ӑна тӗлне кӑтартса ятӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, вӑл вӑрӑ ҫуртне те, Манӑн ятӑмпа улталаса тупа тӑваканӑн ҫуртне те кӗрӗ, вӗсенӗн ҫуртӗнче пулса, вӗсене хӑйсене те, вӗсен йывӑҫӗсене те, вӗсен чулӗсене те пӗтерсе тӑкӗ, терӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑншӑн Самарирен хирти ишӗлчӗк купи, иҫӗм йывӑҫӗ лартса ӳстермелли вырӑн туса хурӑп; унӑн чулӗсене айлӑмалла сирпӗтӗп, ӑна никӗсӗ тухиччен ҫӗмӗрӗп.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн урлӑ Иаковӑн йӗркесӗр ӗҫӗ пӑрахӑҫланӗ; вӑл чӳк вырӑнӗсен чулӗсене тӗпренчӗк акшар тусассӑн, Астарта юписемпе тӗтӗрмелли вырӑнсене пӗтерсессӗн унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ тӑрӑн та — Сиона хӗрхенӗн: ӑна хӗрхенме вӑхӑт ӗнтӗ, вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ: 15. Санӑн чурусем унӑн чулӗсене те юратакан пулчӗҫ, унӑн тусанне те хӗрхенеҫҫӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ, 31. Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр; 5. ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт; 6. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне, 7. канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн; 8. [ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чирӗ чулсене хайӑрса кӑларса, пӳрте хырса тухса ҫӗнӗрен шӑлнӑ хыҫҫӑн та палӑрать, ҫеҫкеленсе тӑрать пулсассӑн, 44. священник пырса пӑхӗ те, эхер те пӳрт ҫинчи чир сарӑлнӑ пулсассӑн, апла ку — ҫиекен тилҫе, вӑл пӳрт таса мар; 45. ҫав пӳрте ҫӗмӗрмелле, унӑн чулӗсене, йывӑҫне, ӑна шӑлнӑ мӗнпур тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкмалла; 46. пӳрт питӗрӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра унта кам та кам кӗрет, ҫавӑ каҫченех таса мар; 47. кам ҫав пӳртре ҫывӑрать, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ]; кам ҫав пӳртре апат ҫиет, ҫавӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, [хӑй каҫченех таса мар пулӗ].
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан оникс чулӗсене якатса, вӗсем ҫине пичет ҫине каснӑ пек, Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫырса ылтӑн харшана лартнӑ; 7. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене асра тытмашкӑн вӑл вӗсене ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса лартнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2