Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтанах темӗнле артистсем, Кавказри черкескӑсем, ҫемҫе чувяк-атӑ тӑхӑннӑскерсем, шавлӑн та нумайччен ташларӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унта, уҫӑ пӗлӗт айӗнче, тулли лавсем, грузовиксем, урапасем тата йӗнерленӗ утсем хушшинче капӑр кӗписене ҫӳлелле тавӑрса чикнӗ казачкӑсем, хӗрлӗ ялавсем ҫӗкленӗ ачасем тата черкескӑсем тӑхӑннӑ пӑшаллӑ казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, казаксенчен нумайӑшӗ кӑкӑрӗсем ҫине «георгисем» ҫака-ҫака янӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсем пурте кӗмӗл эрешлӗ пӗр пек ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ, ҫавӑн пекех пӗр пек, хура кӑтра ҫӑмлӑ ҫӗнӗ кубанкӑсемпе, пӗрер чалӑш сарлакӑш пӗр пек буркӑсемпе, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче вут пек хӗрлӗ пашниксем ҫунса тӑраҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шухӑшласа кӑларма ӑста вӗсем — темӗн те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ: бешметсем, кинжалсем, черкескӑсем, башлыксем, шалаварӗ вара ахаль кӑна мар, лампаслӑ, хӗрарӑмсем те шалавар тӑхӑнаҫҫӗ, ут утланса сиккипе ҫӳреҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, спектакль пек…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Галунсемпе ҫӗлесе ҫавӑрӑннӑ капӑр шурӑ та хӗрлӗ ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ писарьсем, льготнӑйсем тата уява таврӑннӑ ҫамрӑк ачасем, уяври пек хаваслӑ пит-куҫсемпе, икшерӗн, виҫшерӗн алӑран алла тытӑнса, арӑмсемпе хӗрсен пӗр ушкӑнӗ патӗнчен теприн патне ҫӳреҫҫӗ, чарӑна-чарӑна шӳт тӑваҫҫӗ, выляҫҫӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
- 1