Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашӑк сăмах пирĕн базăра пур.
чашӑк (тĕпĕ: чашӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, хӑта, кунталла пӑх-ха, — терӗ ӑна Анюк чашӑк хӗрринчен чей ӗҫнӗ май.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таранов хӑнана пӗр чашӑк вӗри кофе тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аппа кушака чашӑк патне ҫӗклесе пырса ҫӗр ҫине антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Тепӗртакран пӳртри сӗтел ҫине типӗтнӗ пулӑ касӑкӗсем тултарнӑ чашӑк пырса та ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Э-э, Кӗркури, ку перекет мар вара», — сас кӑлармасӑр ӳпкевлӗ-сивлеклӗ куҫӑма сиктеретӗп эпӗ кил хуҫи ҫине, унтан, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма татах та витӗмлӗрех япала шыраса, урайӗнчи чӗрӗ ҫӗрулми тултарнӑ мӑн чашӑк патне ыткӑнса ҫитрӗм те кукленсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Машина, кӑлт-калт, хӑнт-хант, ланк-ланк сиккелесе, чиперех тӗрӗлтетсе-нӑрӑлтатса пыратчӗ-ха (никам алли те тӗкӗнмен тарӑн йӗрсем урлӑ сике-сике каҫни те пулчӗ), анчах пӗр ейлӗке чашӑк пек лаччӑка ҫитсен, ун ҫулне сасартӑк хӑлаҫ тӑршшӗ тикӗт пек хура кӳлленчӗк ваштӑрт пӳлсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫӗнӗ ҫынна пӗр чашӑк кофе тата пирус кӳрсе пар! — хушрӗ ӑна хайхи «тип».

— Принеси новенькому чашку кофе и папирос! — резко распорядился «тип».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Государство ӗҫсӗр ҫынсене талӑкра пурӗ те пӗр чашӑк шӗвӗ яшка тата мамалыга татӑкӗ парса кӑна пулӑшать.

Помощь, оказываемая государством безработному, состояла из миски баланды и ломтика мамалыги, выдаваемых один раз в день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашни сӗтел ҫинче вуникӗ чашӑк.

Двенадцать мисок на каждом столе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр чашӑк пек ҫеҫ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Карчӑк сӗтел ҫине клеенка сарчӗ те пирӗн ума пӑсланакан яшка, пӗр турилкке аш; пӗр чашӑк пыл, пӗчӗк сӑмавар лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Умне пӗчӗк алюмини чашӑк ҫине шыв ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Теттӗм пулсан, ҫывӑрма выртас умӗн, Чечекпи ун умне пӗр чашӑк пӑтӑ лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан та ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, амӑшӗ сӗтел ҫине пӗр хуран вӗри пӑтӑ, пӗр чашӑк ҫӑмарта лартнӑччӗ, анчах кил-йышпа йӗркеллӗ ӗҫсе-ҫисе чӳк ирттересси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юмӑҫ пӗр тӑм чашӑк шыв тултарчӗ те ӑна лутра та пӗчӗк сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре пычӗ — чашӑк ҫинче кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем кӑна выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уяв тени ҫавӑ пулчӗ: аслашшӗ пурне те пӗрер чашӑк максӑма тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ҫар ҫынни мар тесе ӑна пӗр чашӑк шӳрпе те памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, ҫӳлӗкрен чашӑк илсе, витри ӑшне хурать те каллех вак патне тухса чупать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Кӗрӳ, ҫула тухса кайиччен, тӑванусемпе, ял-йышпа ларса апатлан, — терӗ кукаҫи, унтан сӗтел умне пушӑт питлӗ пукан лартрӗ, чашӑк патне атте кашӑкне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех