Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарисем (тĕпĕ: чара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп Пимен мучине аса илтӗм те куккана итлерӗм, ҫӗре анса лашан тарланӑ чарисем хӑпарса аннине, вӑл хӑйӗн сарӑлса кайнӑ сӑмса шӑтӑкӗпе аран сывланине, ҫаралса кайнӑ хӳрипе вӑйсарран сулкаланине пӑхса тӑтӑм та ӑна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илтӗм.

Я вспомнил про Пимена и послушал дядьки. Я слез с лошади, и когда я посмотрел, как она носила потными боками, тяжело дышала ноздрями и помахивала облезшим хвостиком, я понял, что лошади трудно было.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Шӑпах ҫакӑнта, авӑ, юханшывӑн леш енче, ҫав улӑхсемпе сукмаксем ҫинче, вунпилӗк е вунӑ ҫул каяраххи те ҫавах мар-и, пӗр кӗтуҫ ачи ӗнесем кӗтетчӗ, кавӑн хуппине ҫӗҫӗпе касса эрешлентеретчӗ, выльӑхсен чарисем туласса кӗтетчӗ.

Вот здесь, за рекой, на этих полях и тропинках, лет десять-пятнадцать назад пастушок резал ножом узоры на тыквах, пас коров, ждал, пока они наедятся до отвала.

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑйсем начарланса кайнӑ: аяк пӗрчийӗсем инҫетренех палӑраҫҫӗ, чарисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑпа пӗрех, куҫӗсем, ҫынӑнни пекех, ывӑннипе пысӑкланса кайнӑ.

С торчащими ребрами, ввалившимися животами и по-человечески усталыми большими глазами.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех